30 апреля 2016 г.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта çĕнĕ йывăç хунавĕсене лартса хăварасси тата вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси йăлана кĕнĕ.
Ял тăрăхĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Салмин тата Тĕмер ялĕнчи Дмитрий Григорьев предприниматель тăрăшнипе кÿрсе килнĕ чăрăш тата хыр йывăççисен хунавĕсене Тĕмер ялĕнчи Ама хутарĕнчи çырма хĕррине пурĕ 3500 тĕп лартса хăварнă. Çак ĕçе Çирĕклĕ Шăхальти шкулта вĕренекенсем пурнăçланă. Вĕсем иртнĕ çулсенче те Тĕмер ялĕнче чылай йывăç лартнă.
Унсăр пуçне, Хăвăлçырмари шкул ачисем «Çĕнтерĕве - 65 çул» паркра, «АСК-Яльчики» ООО ĕçченĕсем ялти пĕве çывăхне пурĕ 450 тĕп йывăç лартнă. Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Сильвестр Николаевич Краснов ĕç ветеранĕ те Мучарта çак пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлман.
Сăнÿкерчĕкре: Николай Салминпа Дмитрий Григорьев.