27 апреля 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавпа Административлă кодекса тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Вĕсем парăма тавăрассипе хăйсен ĕçне пурнăçланă чухне граждансен прависене хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснă коллекторсен яваплăхне палăртассипе çыхăннă. Çакăн çинчен пире РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова каласа панă.
«Депутатсене асăннă темăна пăхса тухма альтернативлă 10 пуçару сĕннĕ. Çавăн пекех коллекторсен кантурĕсен ĕçне вуçех те чарса лартас тĕлĕшпе те сĕнÿсем пулчĕç. Çакă вара ытти тĕрлĕ ыйту кăларса тăратма пултарать. Сÿтсе явнă хыççăн пĕрремĕш вулавра ытларах пайне хатĕрлесе çитернĕ тата тĕрлĕ ыйтусене пĕрлештернĕ саккун проектне йышăннă. Ăна хатĕрлессипе Раççей парламенчĕн икĕ палатин председателĕсем, Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин, çавăн пекех Федераци Канашĕпе Патшалăх Думин финанс комитечĕсен пуçлăхĕсем Сергей Рябухинпа Николай Гончар ĕçленĕ.
Раççей законодательствинче коллектор службисен ĕçне палăртакан уçăмлă нормăсем çук. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче усă куракан майсем чылай чухне Административлă тата Уголовлă кодекссенче палăртнă статьясен йышне лекеççĕ. Юлашки вăхăтра коллекторсем пуçтахланнă тĕслĕх нумайланчĕ. Тискерле ĕçсемшĕн преступниксене явап тыттармаллах. Анчах та юридици сăпачĕллĕ коллекторсен организацийĕсем хăйсен сотрудникĕсен хăтланăвĕшĕн нимĕнле явап та тытмаççĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ вара çак яваплăха кĕртессине палăртать те».
Парăма тавăрса парас тĕлĕшпе саккуна пăснă коллекторсене административлă майпа явап тыттарĕç. Коллекторсем çине 20 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран штраф хурĕç е 6 уйăхран пуçласа пĕр çулталăклăха дисквалификацилĕç. Юридици сăпачĕсене вара 50 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕлĕх штраф кĕтет е вĕсен ĕçне административлă майпа 90 талăклăха чарса лартаççĕ.
Алена Аршинова каланă тăрăх, асăннă саккун проектне йышăнсан Раççейре «парăма профессиллĕ шыраса илекенсем» ăнлав пурнăçа кĕрет. Çавăн пекех коллекторсене шута илекен патшалăх реестрĕ тата вĕсен ĕçне сăнаса тăракан пĕрлехи орган пулĕ.
Çĕнĕ саккуна граждансен прависене хÿтĕлеме йышăннă. Тĕслĕхрен, коллекторсен парăмçăсене канмалли тата уяв кунĕсенче чăрмантарма юрамасть. Ытти кунсенче кăнтăрлахи вăхăтра тата эрнере икĕ хутран ытла мар шăнкăравлама юрать. Çавăн пекех парăм пур граждансем çинчен Интернетра информаци вырнаçтарма, çуртсемпе подъездсенче çырма та юрамасть.
Граждансем виçĕ уйăх тÿлемен хыççăн парăма шыраса илекенсемпе хутшăнассипе килĕшмесен те пултараççĕ. Палăртмалла, кун пек ирĕке граждансене пĕрремĕш хут панă. Кунсăр пуçне, парăмçăсем коллектор организацийĕсемпе калаçма хăйсен представительне шанма пултараççĕ.
«Асăннă саккун проектне çав тери хĕрÿ сÿтсе яврăмăр, - палăртнă Алена Аршинова. - Халĕ проекта хатĕрлекенсене тÿрлетÿсем кĕртме сĕннĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕсен полномочийĕсем пĕтиччен йышăнма май пуласса кĕтетпĕр».