Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен мăнаçлăхĕ

27 апреля 2016 г.

Чăваш Енĕн символĕсем йышне ялав, герб тата гимн кĕреççĕ. Чăваш Енĕн ялавĕпе гербне 1992 çулта ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, гимнне 1997 çулта утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче йышăннă. Ялавпа герб авторĕ - Чăваш Енĕн халăх ÿнерçи Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕсем Илья Тукташпа Герман Лебедев.

Чăваш Ен ялавĕ. Чăваш Ен патшалăх ялавĕ тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаççĕ. Ялавăн тĕп палли - «Пурнăç йывăççи» - чăваш халăхĕн вăрăм кун-çулĕн палли. Тĕксĕм хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, çакă ĕнтĕ халăхăн авалхи йăла-йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш-сарă тĕс - пĕтĕм тĕнчене пурнăç хаваллакан Хĕвел тĕсĕ. Сакăр-кĕтеслĕ çăлтăр - чăваш орнаментĕнче питĕ анлă сарăлнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕçе пĕлтерет.

Чăваш Ен гербĕ. Чăваш Ен гербĕ ылтăн тĕспе витнĕ геральдика хулкканĕ евĕр. Геральдика хулкканĕн хĕррисем чăваш çĕрне кăтартса параççĕ. Чăваш çĕрĕнче пурнăç йывăççи ларать. Пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăç çулне кăтартать. Чăваш çĕрĕн тата йывăçĕн хĕрлĕ тĕсĕ чăвашсем яланах хăйсен ирĕклĕхĕшĕн пулнине, хăйсен йăли-йĕркине упраса хăварнине кăтартать. Хулккан çинчи çутă сарă тĕс Хĕвеле - Çĕр çинчи пĕтĕм чĕрчуна пурнăç паракана - сăнласа кăтартать. Унсăр пуçне сарă тĕсе чăвашсем чи илемли теççĕ.

Геральдика хулкканĕ çинче виçĕ сакăркĕтеслĕ çăлтăр курăнать. Вĕсем чăвашсен авалхи виçĕ хĕвеле сăнласа кăтартаççĕ. Ку орнамента чăваш тĕрринче анлă усă кураççĕ, вăл хитрелĕхпе чапа кăтартать. Ÿкернĕ хăмласем чăвашсен чи пысăк пурлăхне - хăмлана кăтартаççĕ. Ылтăн саспаллисемпе «Чăваш Республики» - «Чуваш-ская Республика» тесе çырнă, вăл хăмлан хăйне евĕр ÿкерчĕкĕпе вĕçленет.

Чăваш Ен гимнĕ. Чăваш Ен гимнĕ - Чăваш Республикин патшалăх символĕсенчен пĕри. Гимн никĕсне XX ĕмĕрĕн варринче Чăваш халăх сăвăçи Илле Тукташ хайланă «Тăван çĕршыв» сăвва, РСФСР тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Герман Лебедев композитор кĕвĕленĕ юрра хывнă.

 

Тăван çĕршыв

Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Хушса юрламалли:

Тăван çĕршыв, Тăван çĕршыв,

Асран кайми юратнă çĕршыв.

Тăван çĕршыв, Тăван çĕршыв,

Мухтав сана, çуралнă çĕршыв!

Яшсем-хĕрсем вылянă чух,

Атте-анне ăс панă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та нумай пурнас килет.

Хушса юрламалли:

Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,

Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та хастар пулас килет.

Хушса юрламалли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика