27 апреля 2016 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ахрăмĕ кĕрлесе иртнĕренпе кĕçех 71 çул çитет. Анчах хаяр вăрçă нихăçан та манăçмасть, халăх асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă вăл.
Кушкă ялĕнчен Аслă вăрçа 224 çын хутшăннă, вĕсенчен 105-шĕ каялла таврăнайман - вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Паян ялта пĕр ветеран та пурăнмасть ĕнтĕ. Шел пулин те, 2015 çулта юлашки паттăр - Николай Никитич Михайлов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Эпĕ хамăн асаттен, Андрей Спиридонович Гордеевăн пурнăç çулĕпе паллаштарасшăн. Асатте 1905 çулхи юпа уйăхĕнче çуралнă. Вĕсем иккĕн пĕртăван пулнă. Шăллĕ, Элексантăр тете, сывлăхĕ япăхрах пулнипе çара юрăхлă пулман, çапах та вăрçă вăхăтĕнче Аслă Çĕнтерĕве тылра туптанă.
Çемьере асли пулнăран, çитĕнсе çитсе авлансан, асатте уйрăлса тухса пĕчĕкрех çурт лартать. Ачисем çуралнă хыççăн савăнса пурăнмалла чухне хаяр вăрçă пуçланать. Малтанхи çулах асатте вăрçа тухса каять. Асанне, Прасковья Игнатьевна, 3 ачапа, 4-мĕшпе йывăр çын пулса тăрса юлать. Миçемĕш çулхине пĕлместĕп, асатте вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен çыру килет. Çемьене пысăк хуйхă килсе çапать. 1943 çулта манăн аттен, Василий Андреевич Гордеевăн та вăрçа кайма ят тухать. 18 çул та тултарайман каччă раштав уйăхĕнче тăванĕсемпе, ял-йышпа сывпуллашса тăшмана хирĕç çапăçма тухса каять. Çапла вара пĕр килтен иккĕн, ашшĕпе ывăлĕ, фашист эшкерĕсене хирĕç тăраççĕ.
1945 çулта, тăшмана тĕп тунă хыççăн паттăр çĕнтерÿçĕ-салтаксем тăван кĕтесе таврăнма пуçлаççĕ. Асанне те çĕрĕн-кунĕн кĕтет асаттене. 1947 çулта кĕтсе илетех вăл хăйĕн юратнă мăшăрне. Пĕр йывăр çапăçура вĕсен ушкăнĕ тăшмансен ункине лекнĕ иккен. Совет салтакĕсем хăтаричченех фашистсен тыткăнĕнче хĕн курнă, анчах чĕрĕ юлнă вăл. Атте 1949 çулчченех салтак аттине хывман.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче М.Н.Бакин, М.Ф.Мышкин тата асатте çулла, пушă вăхăт тупса час-часах пĕрле пуçтарăнса ларатчĕç. Вăрçă ветеранĕсен асаилĕвĕсене пирĕн те, ача-пăчан, тем пекех итлес килетчĕ. «Эсир, шăтăк хăлхасем, пăрăнăр-ха», - тесе, пире итлеме хушмастчĕç. Мĕн çинчен калаçнă-ши вĕсем? Ахăртнех, кашни хăйĕн шăпи, йывăр суранĕсем çинчен аса илнĕ пулĕ. Ача кăна пулнăран, ним çинчен те ыйтса пĕлме ăс çитейменнишĕн паянхи кун ÿкĕнетĕп. Çĕре çити пуç таятăп сирĕн умăрта, тавтапуç сире, ветерансем.
Хальхи вăхăтра асаттен 3 хĕрĕ пурăнать. Саня аппа хамăр ялта, Тоня аппа Ульяновск облаçĕнче, Нина аппа Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Паянхи тăнăç пурнăçшăн юн тăкнă салтаксен ячĕсене ĕмĕрех асра тытар, вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр.
Ю.ГОРДЕЕВ.
Кушкă ялĕ.