Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми тăван енĕм

27 апреля 2016 г.

Пирĕншĕн Елчĕк ен - Тăван çĕршыв пуçламăшĕ. Районти уй-хирсемпе, çарансемпе, сăртлă-çырмаллă вырăнсемпе, çăлкуçсемпе, юханшывсемпе мăнаçланатпăр эпир.

Районта çырма-çатрасем 668, патшалăх вăрманĕсем - 2478 гектар. Кÿлĕсемпе пĕвесем - 145. Районта 53 ял. Кашни ялта тенĕ пекех туристсене кăсăклантаракан авалхи паллă вырăнсем пур. Вĕсем пирĕн тăрăха килекен хăнасемшĕн интереслĕ. Туристсен маршрутне çакăн евĕр йĕркелеме палăртнă.

Чи малтанах Аслă Таяпа хулашне çитмелле. VIII ĕмĕр çурринче унта пăлхарсем пурăннă. Çак вырăнтах 28 гектар çинче пысăк крепость туса лартнă. Стенасем йĕри-тавра канав чавнă, çĕр купаланă. Археологсем тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе савăт-сапа, тăмран тунă чÿлмексем, ĕç хатĕрĕсем тупнă. Крепоçре йывăçран тунă тĕрлĕ çурт-йĕр те пулнă. Вĕсенче çар çыннисем пурăнма пултарнă тесе шутлаççĕ.

Малалла туристсемпе Елчĕк ялне çитетпĕр. Пирĕн ен мĕн авалтан ĕçчен те пултаруллă çынсемпе палăрнă. Вĕсем пурăннă, суту-илÿ тунă çуртсенчен хăшĕ-пĕри паянчченех сыхланса юлнă. Вĕсенчен пĕри - Кируç Марков купцан лавкки. 1920 çулсенче çак кирпĕч çуртра апат-çимĕçпе, тумтир таврашĕпе суту-илÿ тунă. Çавăн пекех пульница пулнă çуртпа паллаштаратпăр. 1905-1907 çулсенче А.А.Буйновский тухтăр унта РСДРП ушкăнне ертсе пынă. Çурта хитре эрешсемпе илемлетнĕ. Вăл паянчченех упранса юлнă. Халĕ унта районти тĕп больницăн администрацийĕ вырнаçнă. Тепĕр палăк - хальхи Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ. Ăна 1908 çулта Я.П.Беляев купца тунă.

Тепĕр истори палăкĕ - Патреккел çăлкуçĕ. Ăна 1911-1912 çулсенче нимĕç прорабĕ ертсе пынипе ăсталанă.

Малалла Лаш Таяпа тăрăхне çул тытăпăр. Унти питĕ интереслĕ вырăн вăл - Л.В.Князев ертсе пыракан «Кашкăр йăви» ăратлă пурсуй йытăсене ĕрчетекен питомник. Унта туристсем валли йĕркеленĕ кану вырăнĕ те, мунча та, хăна çурчĕ те пур. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Нарăс уйăхĕнче музей заведующийĕ С.Голубева республика шайĕнчи «Чаплă та мухтавлă Чăваш Ен» конкурса хутшăнчĕ. Унта вăл районта велосипедпа çула тухмалли маршрута аталантарас енĕпе проект тăратрĕ. Çутçанталăка сиен кÿмесĕр, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса историпе тăван тавралăх вырăнĕсемпе паллашма велосипедпах çула тухма пулать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен кану вăхăтне  усăллă йĕркелес тĕллевпе çак маларах асăннă маршрута уçасшăн. Пурне те йыхравлатпăр.

С.СТЕПАНОВА,
Елчĕкри музейĕн лектор-экскурсовочĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика