27 апреля 2016 г.
«Эп вырăс мар, анчах Раççей çынни эп»
Мустай Карим.
Çичĕ ывăл çуратса ÿстертĕм. Улттăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланчĕç. Чăвашсен авалхи йăлипе кĕçĕнни амăшне пăхать. Шел, ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ те ачасене пĕчченех ура çине тăратрăм.
Часах пысăк уявсем çывхараççĕ. Мăнкун хыççăнах Çимĕк çитет. Вилнисене асăнмалли куна кашни ывăл çем-йипе тăван киле пуçтарăнать. Пÿрт илемлĕ калаçупа шавласа кăна тăрать. Сĕтел хушшинче ытларах вырăс чĕлхи янăрать. Кинсем тĕрлĕ халăх çыннисем: тутар та, хохол та, вырăс та пур. Килти кин кÿршĕ хĕрĕ - вăл чăн чăваш. Çемьере шăкăл-шăкăл калаçу пынă май чун хĕпĕртет. Епле телейлĕ эпĕ. Кинсем пурте ывăлсем пекех мана «анне» тесе чăвашла чĕнеççĕ. Епле савăнмăн кун пек чухне. Тĕрлĕ наци çемйи пирĕн. Туслăх ĕмĕре пытăр.
МАРИЯ НИКИТИЧНА.