Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра регистрациленмелле

23 апреля 2016 г.

Раççей гражданĕсене регистраци учетне илесси миграци службин тĕп тивĕçĕсенчен пĕри шутланса тăрать.

Граждансене пурăннă вырăнта регистрацилес тесен, заявлени паракан регистраци органне çак документсене тăратмалла: çын кам пулнине ĕнентерекен документ /14 çула çитменнисемшĕн - çурални çинчен свидетельство/, заявлени, палăртнă çуртра е хваттерте пурăнма ирĕк панă документ. Вĕсене Раççей миграци службин вырăнти подразделенине е нумай функциллĕ центра килсе, тата ансатрах майпа - патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ /http://www.gosuslugi.ru/ урлă тума май пур.

Пĕрлехи портал урлă пулăшу илес тесен, порталта регистрациленмелле, маларах асăннă документсемсĕр пуçне электрон мелĕпе килнине ĕнентерекен адрес листокне, статистика учечĕн листокне тултармалла, документсен оригиналĕсемпе подразделенине килмелле. Тĕплĕнрех 2-56-54 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

Т.КАЗЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика