23 апреля 2016 г.
Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба туса хунă.
25 çул хушшинчи тапхăрта вăл хăйĕн ятне сахал мар улăштарнă пулин те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕ çынсене ĕç тупма, професси пĕлĕвĕ илме пулăшасси пулса тăрать.
Хальхи вăхăтри Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă аталану министерствине пăхăнса тăракан Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хысна учрежденийĕ çак çулсем тăршшĕпех хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пырать.