Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турра мухтакан пурнăç

23 апреля 2016 г.

Турра мухтакан пурнăç

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава /Владимир Викторович Кедров/ 85 çул тултарчĕ.

Вăл Рязань облаçĕнчи Высокое салинче хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Виктор Ивановичпа Евдокия Петровна Турра хытă ĕненнĕ, çавна май вĕсем колхоза та кĕмен. Амăшĕ тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Владимир - чи кĕçĕнни.

Аслашшĕ - Иоанн Кедров, мăн аслашшĕ те священниксем пулнă. 1929 çулта, чиркÿре ĕçлекенсемпе Турра ĕненекен çынсене хĕсĕрленĕ тапхăрта Владимирăн аслашшĕне - Иоанн протоирее арестленĕ. Ăна суйласа илме хушнă: священник ĕçне пăрахмалла е ăна персе вĕлереççĕ.

«Турра тата священник санне сутма пултараймастăп», - тенĕ вăл - вилĕм суйласа илнĕ.

1931 çулта пулас митрополитăн ашшĕ, Виктор Кедров, Высокое салинчи чиркĕве ĕçлеме килнĕ. Каçару ыйтмалли вырсарникун ăна диакон пулма алă хумалла пулнă, каярахпа священник пулма. Анчах темиçе кун маларах, ĕç эрнинчи кĕçнерникун ăна арестленĕ те Рязань хулине ăсатнă. Ăна суд туса 10 çуллăх срок панă. Унăн малашнехи шăпи пирки никам та нимĕн те пĕлмест.

Аслă шăматкун Кедровсен çемйине Çĕпĕре ăсатма тесе пынă. Анчах çак вăхăтра амăшĕн çуратма вăхăт çитнĕ - ывăл çуралнă, вăл пулас митрополит пулнă. Амăшĕ ача çуратма тытăннине курнă влаçсем вĕсене арестлемен. Тепĕр чухне килме пулнă, анчах темшĕн текех килмен.

Владимир мĕн ачаран чиркĕве çÿренĕ. Вăл шантал айне тăрса кĕл тума юратнă. Ĕлĕк чиркĕве мĕнле аркатнине, турăшсемпе чиркÿри ытти япаласене мĕнле çĕмĕрнине, вута пăрахса çунтарнине лайăх астуса юлнă.

Владимир Кедров Рязаньти Николай /Чуфаровский/ архиепископ патĕнче ĕçленĕ. Вăл ăна питĕ хисепленĕ, шаннă. Вăл унран ыйтса Троицăпа Сергей Лаврине кайса килнĕ. Вăл вăхăтра соборта Виктор Шаповальников протоиерей ĕçленĕ, пĕррехинче вăл унран: «Лаврăра пурăнас килмест-и санăн?» - тесе ыйтнă. Çапла майпа вăл мăнастире кайнă. 1955 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче - Николай святой архиерее чысласа асăнакан кун вăл Троицăпа Сергей Лаврине килсе çитнĕ. Ăна кунта тÿрех кĕлĕ панă, ризничие пулăшакан тата наместник пулма шаннă, кĕлĕ вăхăтĕнче Пимен архимандрит туйине тытса тăракан пулма хушнă. /Ризница - чиркÿри кĕлĕ вăхăтĕнче усă курмалли ятарлă савăт-сапа тата тумтир упранакан пÿлĕм, ризничий - çак пÿлĕмри япаласемшĕн яваплă çын/. Чылай чухне мăнастире тин пынă çынна çакна тума шанса каймаççĕ. Анчах Владимира наместник та, мăнастирти тăванĕсем те кăмăллăн йышăннă. Турă Амăшĕ вилнине асăнакан праçникре ăна ряса тата клобук панă, ун хыççăн вăл рясофорлă хушнине итлесе пурăнакан пулса тăнă. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче - Турă Амăшĕн «Хăват» /«Знамение»/ ятлă праçникĕн кунĕнче Варнава ятпа манаха кĕртнĕ. Пимен архимандрит ăна манаха кĕртнĕ чухне çапла каланă: «Санăн яту «лăплантаракан ывăл» тенине пĕлтерет, çавăнпа сана хăвăн пурнăçунта çынсене лăплантарма тивĕ».

1956 çулта Иисус Христоса хирĕç тухса илнине асăнса чыслакан уяв умĕн Мускаври Турă шыва кĕнĕ ятпа лартнă Патриарх соборне кайнă. Праçник кунĕнче пĕрремĕш Алексий патриарх иеродиакон пулма алă хунă. 1965 çулта Радонежри Сергий святой монахăн праçникĕнче архимандрит санне панă. Пĕрремĕш Алексий патриарх вилнĕ хыççăн патриарх пÿлĕмĕсенче мĕн пуррине шутлакан комисси членĕ туса хунă. Унсăр пуçне, ăна патриарха суйлас енĕпе ĕçлекен вырăнти комисси членĕ пулма çирĕплетнĕ. Пимен /Извеков/  митрополита патриарха суйланă кунхи чиркÿ кĕллине Варнава хутшăннă. Вырăнти пухăва ирттерес енĕпе лайăх ĕçленĕшĕн ăна Владимир князĕн II степень орденне парса чысланă. Шупашкар тата Чăваш архиепископĕ Вениамин вилнĕ хыççăн 1976 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Варнавăна Шупашкар тата Чăваш архиепископĕ пулма çирĕплетнĕ. 1984 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче архиепископ, 2001 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче митрополит санĕсене панă.

30 çул Шупашкар тата Чăваш епархине ертсе пынă вăхăтра 7 мăнастире тепĕр хут ĕçлеме юсаса çĕнетнĕ. Çĕнĕрен 210 прихут /вăл республикăна килнĕ вăхăтра Чăваш Енре 35 прихут пулнă/ уçнă. Шупашкарти тĕн училищине чĕртсе тăратнă. Варнава митрополит хутшăннипе Шупашкарăн историллĕ пайне каялла тавăрнă, «Чиркÿ патне çула» уçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика