23 апреля 2016 г.
Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне.
Митта Ваçлейĕ.
Чăваш илемлĕ литературин тĕп темисенчен пĕри вăл - çĕр, çăкăр, çĕр ĕçченĕ. 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май вулакансем, уйрăмах çамрăксем хушшинче, ĕç çынни, çĕр ĕçченĕ ят-сумне кĕнеке урлă кăтартса парасси районти библиотека ĕçченĕсен чи пысăк тивĕçĕ шутланать.
Çăкăртан асли çук, теççĕ чăвашсем. Халăх ăслайĕ чăнах та тĕлĕнмелле çав. Пуянлăха та, чухăнлăха та, çынсен ĕçне-хĕлне те, тĕрлĕ япаласен хакне те чăваш çăкăрпа виçнĕ. Уйрăм çыннăн кăна мар, пĕтĕм çĕршывăн вăй-хăвачĕ çăкăрта темелле.
Пирĕн асаттесемпе асаннесем çăкăрпа тупа тунă. Ку вăл чи таса та тĕрĕс сăмах пулнă. Чăвашсен ĕлĕкренех çакăн пек ĕненÿ çирĕп сыхланса пынă: çăкăрпа тупа тунă чухне суйрăн пулсан, хăвăн айăпна пытарас тесе тĕрĕс мар каларăн пулсан, малашне ыррине пурпĕрех ан кĕт. Сан пата инкек çитсе пыратех. Тупа тăваканни çăкăр татăкне тăвар сапса çиет. Çавăн чухне ял çынни: «Ăна шанма юрать. Вăл çăкăрпа тупа турĕ», - тенĕ. «Çăкăрăн чăн тути те, чăн хакĕ те хăв аллупа суха туса, тырпул акса, тĕш тырă пуçтарса илсен çеç чуна кĕрет, чĕре патне пырать», - теççĕ ватăсем. Лавккана кайса укçа парса туяннă кулачăн тути тутлăрах та пулĕ, анчах та хура çăкăр çисех çут тĕнчерен çухалман, йышпа та аптраман чăваш. «Хура çăкăр. Вăл пурне те пуçлăх, ачасем. Çăкăртан аслă пулаймăн», - тет Ярмуш мучи А.Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» кĕнекере.
Çĕр чи хаклă мул. Пĕр шит çĕршĕн вăрçă вăрçнă авалхи чăваш. Çĕр сăваплăхĕн пĕлтерĕшне ылтăнран мала хунă. Çакна çĕр вăрлас йăла-йĕрке питĕ уçăмлă кăтартать. Хветĕр Уяр икĕ пайлă «Шурча таврашĕнче» романĕн «Таната» кĕнекинче çĕр вăрланине анлăн çырса кăтартнă. Юхма Мишшин «Анне çăкăрĕ» романĕнче те ку пулăма сăнарланă.
Илья Тукташăн «Çĕр хуçисем» кĕнекери сăнарсем ĕçпе кĕрешÿре яланах паттăр та хастар пулма вĕрентеççĕ.
Чăвашсен паллă писателĕн, Çеçпĕл Мишшин премийĕн лауреачĕн Анатолий Емельяновăн романĕсем пурнăçа тарăнрах пĕлме пулăшаççĕ, ĕç çыннине курăмлăн сăнарласа параççĕ.
«Ватă ăшши» очерксен пуххи - интереслĕ роман пекех вуланать. Чĕрĕк ĕмĕр каялла калăпланă сăнарта пулăмсем паян та вырăнлă. Акă «Ялти профессин чыс-хисепĕ» очеркри йĕркесем: «...ял çынни профессийĕнчен, халăха тăрантаракан çыннăн профессийĕнчен хисепли тĕнчере урăх çук. Пирĕн пурнăç ытти енчен тем пекех лайăх пулсан та, çынсене апат-çимĕç кирлех. Апат-çимĕçсĕр этем пурăнаймасть. Мĕн каласси пур, çăкăр йывăç çинче ÿсмест-çке ку чухне. Çĕр ĕçченĕн уй-хирте пайтах тăварлă тар тăкма тивет...»
Социологсем каланă тăрăх, юлашки çулсенче ял профессийĕсене çамрăксем хисеплесех каймаççĕ. Шкул пĕтерекен çамрăксем яла юлса çемье çавăрса çĕр ĕçченĕ пулма ĕмĕтленмеççĕ. Çемьере те ачасене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарасси, ĕçре воспитани парасси чаксах пырать. Шел, ачана çĕре юратма нимĕнле сăмахпа та вĕрентейместĕн. Çав юрату вăл этеме амăшĕн ÿтĕнчех юнпа куçать пулĕ, теççĕ литература произведенийĕсенчи геройсем.
Хăй вăхăтĕнче Максим Горький писательсене халăхăн хăлхипе куçĕ тесе каланă. Ăнăçлă танлаштару ку чăнах та. Писатель вăл хăй халăхĕн çитĕнĕвĕсемшĕн никамран ытларах савăнма, хамăр ĕçри çитменлĕхсемшĕн те никамран хытăрах пăшăрханма пĕлет. Кун çинчен Чăваш халăх писателĕн Василий Алендейĕн «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт», «Юратрăм эп, хирсем, сире», «Курăксене тайса çил вĕрет» кĕнекисенче тĕплĕн паллашма пулать.
Любовь Оланьгай çырнă «Анне пĕçернĕ хура çăкăр» йĕркисене ăша хывса вуласан пурнăç тытăмĕ çăкăртине туйса илетĕн.
Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕçе юратакан, ырă та сăпайлă, шăпана ÿпкелемен, пысăк тавракурăмлă çĕр ĕçченне сума суса пуç таяр.
Л.ЗАЙЦЕВА,
тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕн заведующийĕ.