23 апреля 2016 г.
Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисем сăрă ĕç укçи тÿленине хирĕç кĕрешесси çивĕч тăрать.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче сăрă ĕç укçи тÿлекенсен чи пысăк пайĕ - 25,3 проценчĕ - ялхуçалăх отрасльне, 23,7 проценчĕ - суту-илÿ отрасльне, 21,7 проценчĕ строительствăна пырса тивет. Ĕç укçине конвертпа паракансем экономикăн ытти отраслĕсенче те пур. Çак йĕрке мĕншĕн анлă сарăлнă? Чи малтанах, çынсем пысăк укçа ĕçлесе илсе пурнăç шайне ÿстерес тени. Ĕç паракансем хăйсен тăкакĕсене чакарас тĕллевпе çак схемăпа ĕçлеççĕ. Сăрă ĕç укçи тÿлени налуксен калăпăшне те чакарать, ĕçлекенсен вăхăчĕпе хăйсене кирлĕ пек усă курма май парать.
Пĕр енчен илсен, ĕçлекеншĕн тата ĕçлеттерекеншĕн çак схемăпа ĕçлени лайăх пек курăнать: ĕçсĕр çынсен шучĕ чакать, предпринимательсем пысăк тупăш илеççĕ, ку чухне ĕçлекенсен ăсталăх шайне шута илмессе, ыйтмасса пултараççĕ. Тепĕр енчен, ĕçлекенсем - отпускшăн, чирленĕшĕн, ĕç вырăнне, штата чакарнипе ĕçрен кайнăшăн, вĕреннĕшĕн паракан социаллă тÿлевсене, пенси те çав шутах кĕрет, кĕтсе илеймĕç. Банксенчен кредит илес тесен те ĕçленине - тупăш кĕнине ниепле те ăнлантарса параймăн. Çав вăхăтрах кăмăлсăр пулнине те ĕç паракана уççăн пĕлтереймĕн. Мĕншĕн тесен ĕçсĕр тăрса юлма та пулать.
Çакăн пек йĕркесĕрлĕхсемшĕн предприятисемпе организацисене штраф тÿлеттереççĕ. Ĕç укçи тÿлессинчи сăрă схемăна хирĕç кĕрешес тĕллевпе 2015 çулта 7 рейд туса ирттернĕ, пурĕ 95 организаци ĕçне тĕрĕсленĕ, сăрă ĕç укçи илекен 34 çынна тупса палăртнă. Кăçал 4 рейд ирттернĕ, 87 предприятие çитнĕ, 30 çынна конвертпа ĕç укçи тÿленине тупса палăртнă. Материалсене прокуратурăна çитернĕ, 19 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
М.ПАВЛОВА,
район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи.