Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те шута илĕç

23 апреля 2016 г.

Пурне те шута илĕç

Кăçал июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртет. Тĕллев - çĕршыв шайĕнчи паллă мероприятие Чăваш Республикинче ăнăçлă ирттерсе ярасси.

РФ «Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятие çĕршывра 10 çулта пĕр хутран кая мар ирттермелле. Юлашки хут вăл 2006 çулхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче иртнĕ. РФ Правительствин  «2006 çулта Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне ирттересси» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, черетлĕ çырав ирттерме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - çĕршыври ялхуçалăх тытăмĕ, лару-тăрăвĕ, ялхуçалăх хăвачĕ /çĕр лаптăкĕ, акса-лартса хăвармалли лаптăксем, пахча-сад, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тата ытти те/ пирки тĕрĕс информаци пухасси, çак отрасльти статистика ĕçне лайăхлатасси.

Çыравра ялхуçалăх отрасльне пур енлĕн тишкереççĕ. Тĕрĕс кăтартусемсĕр АПКна тухăçлă аталантарма, ялхуçалăх таварне туса илекенсене патшалăх енчен тивĕçлипе пулăшма йывăр.

Çыравра ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе арендăра, харпăрлăхпа усă куракан е выльăх-чĕрлĕх усракан предприяти-организацие, уйрăм çынсене шута илеççĕ. «2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕнчи объектсен списокне тумалли йĕрке» йышăнупа килĕшÿллĕн, пурĕ 8 список пулмалла:

- ялхуçалăх организацийĕсем;

- хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем;

- сад, пахча, граждансен коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕсем;

- хушма хуçалăха аталантарма , уйрăм çурт-йĕр тума çĕр илнĕ граждансем.

2006 çулхи çырав тăрăх Чăваш Енре ялхуçалăх организацийĕ - 1101, хресчен /фермер/ хуçалăхĕ - 2064, граждансен хушма е ытти уйрăм хуçалăхĕ - 272081, çав шутран ял тăрăхĕсенче 213550 хушма хуçалăх шутланнă.

Росстат хушăвĕпе шута илмелли объектсемпе çырав хучĕн формине тата ăна мĕнле тултармаллине çирĕплетнĕ. Кашни ушкăнри респондент валли ыйтусем хатĕрленĕ.

Унчченхипе танлаштарсан 2016 çулта тĕп мероприятие ирттернĕ чухне инструкторсене тата çыравçăсене явăçтараççĕ. Вĕсене удостоверенисемпе, логотиплă хатĕрсемпе /хĕвелтен сыхланма пуçа тăхăнмалли карттус тата капюшонлă жилет/ тивĕçтереççĕ.

Çырав «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» девизпа иртет. 2014 çулта Раççее хирĕç санкци йышăннă май çĕршыв умĕнчи тĕп тĕллев - апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ. Çавăнпа тĕрĕс те тулли информаци пуçтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çырав эмблеми паллă ĕнтĕ: перепиç хучĕсен çийĕн тулли пучах, перона куçакан туна. Çиелтен çурма çавракан - «Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ», кĕтесре - «2016» тесе палăртнă. Унпа çыравпа çыхăннă хатĕрсене илемлетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика