Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк чĕлхеçĕсем

23 апреля 2016 г.

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 5-7 классенче вĕренекенсем хушшинче «Çамрăк чĕлхеçĕсем» вăйă-конкурс иртрĕ. Тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçлама тиврĕ ачасен: пĕр сăмахран темиçе сăмах тăвасси, пĕр саспаллирен çеç пуçланакан сăмахсенчен предложени йĕркелесси, текстри йăнăшсене тупса тÿрлетесси тата ытти те. Вырăс фразеологизмĕсене чăвашла куçарасси ачасемшĕн çăмăлах мар, çапах та питĕ кăсăклă. Пăтрашăнса пĕтнĕ саспаллисенчен сăмахсем йĕркелесси те хавхалантарчĕ çамрăк чĕлхеçĕсене.

Хĕрÿ иртрĕ тупăшу. Çĕнтерÿçĕ - «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăн.

И.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика