Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эп - чăваш ачи»

23 апреля 2016 г.

Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхин эрнине çÿллĕ шайра ирттернĕ.  «Эп – чăваш ачи» конкурса 13 ĕç тăратнă вĕренекенсем. Чăвашлăх, çепĕçлĕх, çутçанталăка, Тăван çĕршыва юратни сисĕнет сăвăсенче.

Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи

Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи,

Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхи,

Чăваш чĕлхи - юлташ чĕлхи,

Чăваш чĕлхи - халăх чĕлхи.

Чăваш чĕлхи, ялан эс пурăн,

Санпа кăна телейлĕ эп.

Паян кунччен пурришĕн савăн,

Санпа пĕрле хĕпĕртĕп эп.

Мария Жирнова.

 

Чăваш юрри

Чăваш юрри чуна çĕклет,

Ăна илтсен пурнас килет.

Савăнтарать, лăплантарать,

Хурлантарать те култарать.

Итлеп ăна эп ирхине,

Хам та юрлатăп каçхине.

Чуна çĕклет манне ĕçре

Тата хĕрÿ вĕренÿре.

Алина Абдулхаирова.

 

Чăваш ташши

Чăвашла ташласчĕ уявра,

Чăвашла ташласчĕ урамра,

Чăвашла ташласчĕ хăнара,

Чăвашла ташласчĕ концертра.

Чăвашла ташланă асатте,

Чăвашлах ташланă асанне,

Чăвашлах ташлать халь ман анне,

Çак ташшах ташлать манăн атте.

Тăпăр-тăпăр тăпăртаттарса,

Аллăма илемлĕ çеç сулса,

Эх, ташласчĕ чунтан савăнса,

Такмакăмра ташша мухтаса.

Серафима САМАКОВА.
5 класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика