23 апреля 2016 г.
Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿснĕ. Чăваш чĕлхи - атте-анне чĕлхи. Тăван чĕлхе - чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртÿллĕн янăрать вăл. Пирĕн хамăрăн чĕлхепе яланах мухтанмалла, ăна упрама тăрăшмалла. Çакна шута илсе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6 «к» класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕн-и эсĕ тăван чĕлхене?» вăйă иртрĕ. «Хĕлхем», «Шевле» тата «Шуçăм» ушкăнсем тупăшрĕç унта. Темĕн те тумалла пулчĕ вĕренекенсен: хаçат кăлармалла, ваттисен сăмахĕсене, чăваш чĕлхеçисене пĕлмелле, вĕçен кайăксен ячĕсене вырăсла куçармалла... Вĕренекенсем çухалса каймарĕç, май килнĕ таран хăйсен пĕлĕвне кăтартма тăрăшрĕç. Вĕсемшĕн чи кăсăкли И.Я.Яковлев ачалăхне аса илесси пулчĕ.Тĕлĕнмелле - пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕр те вĕсем пекех шкула çÿренĕ вĕт-ха, вĕсем пекех вылянă, кулнă. И.Я.Яковлев пĕчĕклех тăлăха юлни вĕренекенсене пăшăрхантарчĕ. Чăнах та, Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ вăл. Пурнăç тути-масине аванах астивнĕ. Сакăр çултах лашапа ака-суха тунă, çурлапа тырă вырнă, çăпата та хуçнă. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывăр пулнине хăй çинче тÿснĕ.
Улттăмĕшсем хушшинчи тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Кăшт ытларах балл пухса «Шуçăм» ушкăн çĕнтерчĕ. Вăйă вĕçĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхепе мăнаçланма, хăпартланма, хăйсем чăваш пулнипе мухтанма сăмах пачĕç.
Г.КАРИНКИНА.