23 апреля 2016 г.
Аслă Пăла Тимешри 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан Барановсем - Владимир Гурьевич нумаях пулмасть 80, Тамара Леонидовна 75 çул тултарчĕç.
Вĕсем иккĕшĕ те Аслă Пăла Тимеш ялĕнче йышлă çемьесенче çуралса ÿснĕ, ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Владимир Гурьевич колхоз ĕçне хутшăннă, Тамара аппа малалла вĕренес ĕмĕтпе Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулне çÿреме пуçланă. Володя тете вербовка шучĕпе Кострома облаçне вăрман юхтарма çÿренĕ. Çулĕ çитсен ăна Совет Çарне илеççĕ. 3 çул салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать. Алла професси илес тĕллевпе Канаш хулинчи механизаторсем хатĕрлекен шкула вĕренме каять, тракторист правине алла илет. «Победа» колхозра ĕçлеме тытăнать. Ĕçчен каччă хăй пекех колхозра вăй хуракан сенкер куçлă сарă хĕре куç хывать. Пĕр-пĕрне килĕштерекен тата савакан каччăпа хĕр 1961 çулта çемье çавăраççĕ. Юратуллă çемье йышĕ хушăнма тытăнать, 11 ача çуратса ÿстереççĕ вĕсем. «Юрату çимĕçĕсем», - тет Володя тете ачисем çинчен сăмах пуçарсан. Вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине тăнă, хальхи вăхăтра хăйсен çемйисемпе тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ. Зинăпа Витя Надымра ĕç тупнă, Ильяпа Валери тăван ялта çурт-йĕр çавăрнă. Аниса, Алина, Люда Шупашкарта тĕпленнĕ. Олег Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, Таня Кушкăри шкулта вĕрентекен пулса тăрăшать. Саша Чĕмпĕр хулинче тĕпленнĕ. Тĕп çуртра Юрий ывăлĕ пурăнать.
Владимир Гурьевич тивĕçлĕ канăва тухиччен нумай çул трактор паркĕнче техника енĕпе ĕçлекен ертÿçĕ пулчĕ. Юлашки ĕçлĕ çулĕсене ялти ясли-садра завхоз пулса тăрăшрĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва кайрĕ.
Тамара Леонидовна пĕтĕм пурнăçне колхозри уй-хир ĕçĕпе çыхăнтарнă. Чылай çул звено ертÿçи пулса тăрăшнă, тивĕçлĕ канăва та кунтанах тухрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те нумай Мухтав хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Тамара аппана «Ача амăшĕ героиня» орденпа чысланă.
Çуллахи кунсем çитсен Барановсен килĕнче вĕллери пыл хурчĕсем сĕрленĕн туйăнса тăрать. Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне 21 мăнукĕ канма килеççĕ. «Тепĕр чухне вĕсен ячĕсене те пăтраштарса яратăп», - тет Тамара аппа савăнăçне пытараймасăр.
Ватăсем хăйсен çулĕсене кура мар тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ: выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. «Телейлĕ мăшăр», - теççĕ ял çинче вĕсем пирки.
З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.