20 апреля 2016 г.
Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕтĕм ĕç-хĕле çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.
Аслă Елчĕк районти, çавăн пекех республикăри чи пысăк ялсенчен пĕри. Пысăк ялăн ыйтăвĕсем те чылай. Çынсене ытларах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, пай çĕрĕсене усă курма арендăна парасси, вĕсене харпăрлăха илесси, тĕрлĕ социаллă пулăшу илесси, çул-йĕр тăвасси тата ытти ыйтусем хумхантараççĕ. Çавăнпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркеленĕ. Çавăн пекех ялта тĕрлĕ ыйтусене татса парассипе пухусем те иртеççĕ. Вĕсенче сулăм укçин виçине палăртассинчен пуçласа çул-йĕр тăвасси таранах ыйтусене пăхса тухатпăр. Çакă, паллах, пирĕн ĕçре пысăк пулăшу. Унсăр пуçне Пĕрлехи информаци кунĕсенче ялта пурăнакансемпе тĕлпулусем йĕркелени, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн пухăвĕсене хутшăнни тата ытти мероприятисем ирттерни те çынсен кăмăл-шухăшне пĕлмелли майсем.
Федерацин 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-Ф3 номерлĕ саккунĕнче ял тăрăхĕн полномочийĕсене туллин палăртнă. Вĕсем пĕтĕмпех çынсен интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă. Акă, вырăнти бюджет майĕсемпе усă курса ял тăрăхĕн экономикине тата социаллă пурнăçне аталантарасси тĕп вырăнта. Укçа-тенке ĕç укçи тÿленĕ, урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, вĕсене çĕрлехи вăхăтра çутатнă, çул-йĕре юсанă тата тытса тăнă çĕрте усă курнă. Чăннипех, хĕллехи вăхăтра та урамсене тасатса тăнипе çулсем уçă.
Паянхи кун тĕлне Аслă Елчĕкри 697 хуçалăхра 1695 çын пурăнать. Анчах шел, вилекенсен йышĕ çуралнисенчен пысăкрах. Акă, иртнĕ çул 32 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, 12 ача çеç çутă тĕнчене килнĕ. Çакă ял çыннисене шухăшлаттарма тивĕç.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Уйрăмах çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - урамсенчи çулсем. Иртнĕ çултан пуçласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ял çĕрĕсенчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсене тума пуçăнасси пирки пĕлтерчĕ. Çакна пурнăçа кĕртсе иртнĕ çул 1962 метр çул тума пултартăмăр. Кăçал та çак ĕçе малалла тăсасшăн - ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç.
Тирпей-илем кĕртесси, йывăç-тĕм лартасси, йăлари хытă каяшсене турттарса тухасси, культура çуртне тата ытти обществăлла çуртсене тивĕçлипе тытса тăрасси, право йĕркисене пăснине хирĕç кĕрешесси тата çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ытти ĕçсене пурнăçласси яланах тĕп вырăнта пулнă, малашне те пулĕ.
Г.АДЮКОВА,
Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.