20 апреля 2016 г.
Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, симĕслентерес, хамăр пурăнакан вырăна йĕркене кĕртес тĕллевпе Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама яланах хастар хутшăнаççĕ.
Иртнĕ эрнере тĕрлĕ классенче вĕренекен ачасем шкул йĕри-тавра хĕллехи вăхăтра пухăннă çÿп-çапа тасатрĕç. Тепĕр ушкăн шкул стадионне тирпей-илем кÿчĕ. 9 «б» класра вĕренекенсем Тÿскел тата Ĕнел ялĕсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене сăн-сăпат кĕртрĕç, çулсем çинчи куçа курăнакан ăпăр-тапăра пуçтарчĕç.
Тавралăх илемĕ - хамăр алăра. Çутçанталăк тасалăхĕшĕн малашне те пĕрлехи вăйпа тăрăшасчĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Елчĕкри шкулта вĕренекенсем хĕрÿ ĕçре вăй виçеççĕ.