Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăта усăллă ирттереççĕ

20 апреля 2016 г.

Вăхăта усăллă ирттереççĕ

Аслă Пăла Тимешри вулавăш ертÿçи Н.А.Викторова пуçарнипе кунта алă ĕçĕ тăвакансен кружокĕ ĕçлет.

Хамăр ялсем анчах мар, кÿршĕри Кушкăпа Исемпел ялĕсенчи хĕрарăмсем те хĕллехи вăхăтра кашни юнкун вулавăша çÿресе хăйсен вăхăтне усăллă ирттереççĕ. Çапла майпа алă ĕçĕсен куравĕсене йĕркелесси, паллă кунсене уявласси йăлана кĕрсе çитрĕ. Унсăр пуçне, кунта кĕнекесен куравĕсем, вуласа тухнă кĕнекесем тăрăх кăсăклă калаçусем иртеççĕ. Юлашки вăхăтра пичетленнĕ çĕнĕ илемлĕ литература кашни хĕрарăм аллинче пулса курчĕ. Произведенисене юратса вуланăран унти сăнарсем те тăван пекех пулса тăчĕç.

Алă ĕçĕ тунă вăхăтра сăвăсем вулатпăр, хамăра килĕшекен юрăсене шăрантаратпăр. Çакă пурин кăмăлне те çĕклет.

Мĕн тĕрлĕ ĕç тумарĕç-ши кружока çÿрекен хĕрарăмсем? Минтер пичĕ, чечексем, алса-чăлха, кофта, чешки, шăрçаран ăсталанă чечексем... Çынсен аллипе тунă çак ĕçсене курсан чăн-чăн илем тĕнчине кĕрсе тухнăнах туятăн.

Çурхи ĕçсем пуçланнă май çак уйăхра хĕрарăмсем юлашки занятине ирттерчĕç.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Сăнÿкерчĕкре: алă ĕçĕ тăвакансен кружокне çÿрекен хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика