20 апреля 2016 г.
Çуркунне типĕ курăка çунтарас киревсĕр йăла пĕтмест-ха. Ăна çунтарнăран вăрмансенче, ялсенче, дача поселокĕсенче пушар алхасни те çынсене çак ĕçе тума чарса тăраймасть.
Хăшĕ-пĕри иртнĕ çулхи типĕ курăка çунтарни çĕршĕн усăллă тесе шутлать. Ара, ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермерсемшĕн çурхи суха тума пуçличчен хăмăлсемпе хыт хураран хăтăлмалли чи йÿнĕ мел пулса тăрать-çке вăл. Улăмсене тата ытти хăмăлсене çунтарнă чухне çĕрĕк тăпри 5 см тарăнăшĕнче пĕтет. Унсăр пуçне тĕрлĕ хутăшсем те çухалаççĕ. Типĕ курăка çунтарни йăва çавăракан кайăксене те пысăк сиен кÿрет. Пушарта нумай хурт-кăпшанкă, вĕсен личинкисем, çавăн пекех тăпра тума пулăшакан çумăр ăманĕсем вилеççĕ.
Ÿсен-тăран юлашкийĕсене тата улăма çунтарни федераци саккунĕсене пăсни шутланать. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, хуçалăхсен ертÿçисен, çĕрпе усă куракансен яваплăха ÿстермелле.