16 апреля 2016 г.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ ял тăрăхĕсенче уйрăм çынсенчен сĕте мĕн хакпа туяннине тăтăшах пĕлтерсе тăрать.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенчен 1 килограмм сĕте 15,5 - 17,5 тенкĕпе туяннă. Хальхи вăхăтри чи пысăк хак - Лаш Таяпа тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче. Вĕсенчи В.Лисов, А.Гаврилов уйрăм предпринимательсем тата «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ ял çыннисенчен 1 килограмм сĕте 17,5 тенкĕпе, Н.Кондратьев уйрăм предприниматель тата «Санти» ООО 17 тенкĕпе туянаççĕ. Чи йÿнĕ сĕт - 15,5 тенкĕ - Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче.