16 апреля 2016 г.

Апрелĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Николай Малов ĕçлĕ визитпа Елчĕк районĕнче пулнă. Унпа пĕрле пирĕн район пуçлăхĕ Петр Скворцов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çÿренĕ.
Чи малтанах Николай Малов педагогика ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Елчĕкри культура çуртĕнче çав кун педагогика ăсталăхне палăртакан «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссен пĕтĕмлетĕвне хутшăннă, вĕсене пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламланă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Малалла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ районти тĕп библиотекăра район активĕпе, НПО «Промсервис» акционерсен хупă обществин коллективĕсемпе тĕл пулнă. «Промсервис» акционерсен хупă обществин директорĕ Юрий Титов хăнана производство технологийĕпе паллаштарнă, Николай Малов ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Районтан каяс умĕн çакна палăртнă: «Елчĕк районĕнче ĕçчен, чунĕпе пуян çынсем пурăнаççĕ. Ĕçе юратнине пула пĕтĕм тĕллевсем пурнăçланса пыраççĕ. Малалла та çакăн пек ĕçлеме сунатăп».
Сăнÿкерчĕкре: Н.Малов районти психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорне И.Кузьминана ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чыслать.