Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савастьяновсем ыйхă мĕнне пĕлмеççĕ

16 апреля 2016 г.

Савастьяновсем ыйхă мĕнне пĕлмеççĕ

Тул çутăлман-ха, вĕсем вара паçăрах ура çинче. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран канасси çинчен шухăш та çук. Роза тăрсанах çемье валли апат хатĕрлет, унтан ĕне сăвать. Володя вăкăрсемпе пушмак пăруна апат парать. «Выльăх усратăп», - тенипе мар вĕт, тислĕкне те тасатмалла, вăхăтĕнче курăмне ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле. Вĕсем патне кĕрсессĕн вара кирек ăçта та тирпейлĕх хуçаланать. Пур çĕрте те таса, калăн, чăх-чĕп те, ытти кайăк-кĕшĕк те тытмаççĕ.

Кил картинчи ĕçсене вĕçлесен Савастьяновсем сĕт пуçтарма тухса каяççĕ. Ултă сехетчен çул çинче. Халĕ хулари пек пурăнакан ял çынни хĕл кунĕнче вăл вăхăтра вырăн çинчен тăма шутламасть те. Тăрăшуллисем çинче тытăнса тăрать те ял.

Роза Витальевнăпа Владимир Ильич ял халăхĕнчен сĕт чылай çул пуçтараççĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче сĕт хакĕ йÿнĕ пулни пурне те сăмахлаттарать.

- Эпир, уйрăм çынсем, сĕт хакне питех ÿстерейместпĕр. Пирĕнтен туянакан хакран кăшт кăна йÿнĕрех илетпĕр. Сĕт пуçтараканăн расхучĕ те пĕчĕк мар. Çул укçийĕ те аван тухса каять. Уйрăм çынсене хуçалăхсемпе танлаштарма çук, вĕсене патшалăх дотаци те парать, сĕтне те вырăна килсех илсе каяççĕ, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Роза Витальевна.

- Сĕт хакне патшалăх енченех ÿстермелле те, - сăмаха малалла тăсать Владимир Ильич. - Паян ĕне выльăх усрама çăмăл мар. Утă-улăмне, тыррине укçалла туянать хресчен.

Çапах та Савастьяновсем хăнăхнă ĕçе юратса пурнăçлаççĕ. Вĕсен хăйсен клиенчĕсем. Кашнийĕнпе ăшпиллĕн калаçаççĕ. Çăмăл мар çынсемпе ĕçлесси, пĕр сăмах кăна çивĕчрех кала - тепĕр хуçа патне те куçма пултараççĕ. Çавăнпа та теветкеллĕ мăшăр ял çыннисемпе пĕр чĕлхере пурăнма кăмăллать. Укçи-тенкине вăхăтлă тÿлесе пырать.

Сĕт пуçтарма пуçланă çулсене аса илсе хĕрарăм çакна калать:

- Сĕте лашапа турттараттăм. Мăшăрăм ун чухне водительте ĕçлетчĕ. Пĕр çулхине пĕрре кÿлнĕ ăйăр пачĕç. Ăна та вĕрентрĕм çÿретме. Чиперех кайса килеттĕм Елчĕке.

Халĕ çак ĕçе  иккĕшĕ пурнăçлаççĕ те, самай çăмăл хĕрарăма. Кăнтăрла тĕлнелле вĕсем киле таврăнаççĕ. Унтан каллех выльăхĕсене пăхмалла е ытти ĕç сахал-и хуçалăхра? Хастар çыншăн ĕç тупăнсах тăрать. Халĕ пушшех ларса канма вăхăт çук. Пахчари ĕçсем пуçланчĕç. Вĕсен вара çĕр лаптăкĕ те сахал мар. Унта севок, пуçлă сухан, тĕрлĕ пахчаçимĕç, çĕрулми акса-лартса ÿстереççĕ. Кĕркунне севока кас çыннисем пурте пĕрле, пĕр 20-30 çын та пуçтарăнать пулĕ, кашнийĕнне умлăн-хыçлăн пуçтарса кĕртеççĕ. Эртелпе ĕçлени туслăха çирĕплетет, хастарлăха ÿстерет. Çавăнпах кÿршĕ-аршă пĕр чĕлхере пурăнать ку тăрăхра.

- Çĕр çинче пилĕк авнин усси çук мар.  Хресчен вăй хумасăр мул пухаймĕ, - теççĕ укçан хакне пилĕк авса туяканскерсем.

Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнать çемье. Курнавăшри Набережная урамри Савастьяновсен капмар çурчĕ инçетренех илемлĕн курăнса ларать. Аллисем маçтăр кил хуçипе арăмĕн. Володя платнике те пултарать, техникăна лайăх пĕлет. Роза кил-çурт вучахĕн ăшшишĕн çунать. Чечек нумай ÿстерет. Пахчаçимĕç калчисем чылай акать. Çав вăхăтрах хĕл кунĕнче тĕрĕ тĕрлеме те, çыхма та вăхăт тупать.

Савастьяновсен çурчĕ урамран кăна мар, шалтан та пит хăтлă. Пĕтĕмпех хăйсен аллипе ăсталанă. Хулари пек пÿлĕмĕсем нумай.

- Ашшĕпе пĕрле ывăлсем те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă, - тет амăшĕ ачисен алĕçне кăтартнă май.

Ачисем ырă-сывă пулни, хăйсен ĕçне тупни ашшĕ-амăшне савăнăç кÿрет. Тăватă ачана çут тĕнче пилленĕ вĕсем. Икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Икĕ мăнукĕ кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăнана килсен хаваслă ача-пăча сасси янраса тăрать çуртра.

- Çут тĕнче калчисем. Вĕсемпе кил-çурт тулсах каять. Çурт илемĕ - ача сассинче, - теççĕ  Розăпа Володя.

- Икĕ харсăр епле тĕл пулнă эсир? - ыйтатăп пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхакан мăшăртан.

- Володя колхозра водительте ĕçлетчĕ.  Эпĕ те тăван ялтах вăй хунă. Вырăскассисемпе Çуткÿлсене хуçалăх пухăвне илме пынăччĕ вăл. Çапла паллашнă та туслă çÿреме пуçланă, - асаилÿ ытамне путрĕ телейлĕ хĕрарăм.

Унтанпа 25 хутчен çурхи шыв-шур юхса иртнине те сиссе юлайман. Иккĕшĕ те хăйсем йĕркелесе пыракан пурнăçа ÿпкелемеççĕ. Ăраскалне ĕçре, юратура тупнă вĕсем. Вăр-вар хĕрача улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех аппăшне пулăшма фермăна чупнă, халĕ те харсăр та çивĕч. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн савса, ăнланса пурăннăран кăвакарчăнсем пек чĕвĕлтетекен мăшăрăн ĕçлес кăмăлĕ иксĕлсех тăрать, аллă теçетке çул урлă каçсан та вашаватлăхĕ чакни сисĕнмест.

Акă, хапха умне çăмăл машинăсем çитсе чарăнчĕç. Савăк кулăллă ашшĕ-амăшĕ ачисемпе мăнукĕсене кĕтсе илме урамах тухрĕ.

- Аннеçĕм, çуралнă кунпа, кĕмĕл туй ячĕпе саламлатпăр, - теççĕ чун панă çывăх çыннисене пĕрин хыççăн тепри ытамласа чуптунă май.

Унтан Розăпа Володьăн пĕртăванĕсем çитрĕç. Тус-тăванпа, хурăнташпа пуян туслă та тараватлă çемье. Ĕçлеме кăна мар, канма та май тупаççĕ вĕсем.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Савастьяновсем.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика