16 апреля 2016 г.
Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕн, «Единая Россия» политика партин регионти уйрăмĕн секретарĕн Николай Владимирович Маловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн сунарçăсен республикăри ăмăртăвĕ пулнă.
«Тĕл перекен» ятпа иртнĕ ăмăртăва Патăрьел, Етĕрне, Йĕпреç, Шăмăршă, Елчĕк, Красноармейски, Улатăр, Комсомольски, Канаш районĕсенчен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, çавăн пекех Марий Эл Республикинчен пурĕ 50 ытла сунарçă хутшăннă. Тупăшу çивĕч иртнĕ. Елчĕк район чысне хÿтĕлеме хутшăннă сунарçăсем те лайăх енĕпе палăрнă. Аслă Таяпари Валерий Медведев ăнăçлă ăмăртнă, виççĕмĕш вырăна тухнă.
Ăмăртура мала тухнисене дипломсемпе хаклă парнесем, «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене парса чысланă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов ăмăртăва хутшăнакансене асăнмалăх парнесем панă.