13 апреля 2016 г.
- Çитмĕл çула çитрĕм, ватăлтăм темелле, - хĕвел шевли пек çиçсе илчĕ Галина Ильинична çурхи илемлĕ те ăшă кунпа киленнĕ май.
Унтан çепĕççĕн кăна хушса хучĕ:
- Чун ватăласшăн мар-ха. Ĕнер килнĕн туйăнать Елчĕке. Сиссе те юлаймарăм, тем самантра шуса иртрĕç çулсем...
Галина Степанова юратнă мăшăрĕпе Елчĕк ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче пурăнать. Икĕ хĕрĕ çунат сарса ăшă йăваран вĕçсе тухса кайнă. Канмалли кунсенче тăван киле килме май тупаççĕ. Тăватă мăнукĕпе киленеççĕ кукамăшĕпе кукашшĕ.
Çур çул каялла операци сĕтелĕ çинче выртма тиврĕ пулсан та Галина Ильиничнăна час-часах урамра утса çÿренине курма пулать. Ватти-вĕтти сывлăх сунмасăр иртсе каймасть. Ара, паян хăй алла илнĕ пепкесен мăнукĕсем чупса çÿреççĕ вĕт урамра. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çĕр ачана кун çути курма пулăшман-ши; 40 çул хушшинче районти кашни хĕрарăм лайăх палланă ăна. Ача-пăча çураттармалли уйрăмра аслă акушеркăра вăй хунă, çав вăхăтрах хĕрарăмсен консультацийĕнче пулас амăшĕсене ырă сĕнÿ-канашсем панă. Тăтăшах шкулсене тухса çÿресе лекцисем вуланă.
Галина Ильинична Саранскри медицина училищине пĕтернĕ. Ĕçлеме пуçланă малтанхи çулсем - иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсем - асĕнчен тухмаççĕ. Колхозри ача çураттаракан уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçне пурнăçлама шансан пике хĕрарăмсене çăмăлланма пулăшнă. «Ача çуратнă чухне хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра», - тесе ытахальтен каламан тăр. Амăшĕпе ачине вилĕм серепинчен туртса илнĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. «Тепĕр врачран ирттерет», - тетчĕç ăна вăл çулсенче. Больницăна илсе çитереймен хĕрарăмсене килĕнчех çураттарнисем те сахал мар пулнă. Вĕреннĕ вăхăтрах ача çураттаракан уйрăмра санитаркăра ĕçлени çамрăк акушеркăн опытне пуянлатнă.
Мордван пултаруллă хĕрне Елчĕке Тÿскел каччи В.Степанов илсе килнĕ. Кÿршĕ республикăра зоотехникра ĕçленĕ чăваш çамрăкĕ маттур та яштака хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. Çемье çавăрсан çамрăксем Чăваш Ене килнĕ. Валерий Иванович районта ялхуçалăх пайĕнче ĕçленĕ.
Елчĕк кинне районти тĕп больницăра хаваспах кĕтсе илнĕ. Хăйĕн профессине чунтан парăннăскер, пулас амăшĕсемпе, мĕнпур хĕрарăмсемпе çепĕççĕн те ăшшăн пупленĕ Галина Ильинична. Вырăсла ăнлансах каяйман чăваш хĕрарăмĕсене чир-чĕртен епле сипленмеллине тĕплĕн ăнлантарма та ÿркенмен. Районти тĕп акушеркăра ĕçленĕ чухне ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тухса çÿресе ăнлантару ĕçĕсем нумай пурнăçланă. Амăшлăхĕпе ачалăха сыхлассипе «Çемье планласси», «Чăваш Енри ачасем» программăсемпе çине тăрса ĕçленĕ. Хĕрарăмсене шыçă чирĕсем çинчен, аборт сиенĕ пирки ăнлантарсах тăнăран хырăм пăрахасси, усал шыçăсемпе чирлесси самаях чакнă. Çавăн пекех çамрăк амăшĕсене кăкăр ĕмĕртни епле усăллине ăнлантарма та вăхăт тупнă. Аслă категориллĕ специалист тин ĕçлеме килнĕ акушеркăсене сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Г.Степанова хăйĕн ĕç опычĕпе республикăра, Мускавра тухса тăракан журналсенче пичетленнĕ статьясенче те паллаштарнă.
Галина Ильинична «вутра та çунман, шывра та путман» хĕрарăм. Вăл чупса пыракан лашана та тытса чарма пултарнă. «СССР хисеплĕ донорĕ» миçе çынна хăйĕн юнне парса вилĕмрен çăлса хăварман-ши тата; Йывăр чирленĕ çынна юн кирлĕ пулсан килĕнчен те пĕрре мар чупса килнĕ.
Ăста акушерка хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланисĕр пуçне районти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профкомĕн председателĕнче 10 çул ытла тăрăшнă. Общество пурнăçĕнчен аякра тăма пултарайман патвар хĕрарăм. Ĕç çыннине хÿтĕлес тата пулăшас тĕллевпе коллективлă килĕшÿре отпуск çумне хушса тÿлессине те вăлах кĕртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче, ĕç укçине 3-6 уйăх парайман вăхăтра та ĕç çыннишĕн тăрăшнă больницăн профсоюз комитечĕн ертÿçине сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем ырăпа аса илеççĕ.
Галина Ильиничнăн ĕçне хисепе хурса КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотипе, районти тĕп больницăн тĕрлĕ дипломĕсемпе, Тав сăмахĕсемпе чысланă.
- Чи кирли - халăх хисепĕ. Пĕрле ĕçленисем, паянхи кукамайсемпе асаннесем манмаççĕ. Сывă та çирĕп пепке парнеленĕшĕн халĕ те тав тăваççĕ. Хам тивĕçе чыслăн пурнăçлама тăрăшнă тесе шутлатăп. Сăваплă профессие суйласа илнĕшĕн ĕмĕр савăнатăп. Халĕ вара районта ача-пăча çураттаракан уйрăм та çук. Çуратакансем те питĕ сахал. Пирĕн вăхăтра çулталăкне 500-600 пепке кун çути куратчĕ, - тет сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ.
- Таçтан-муртан чир-чĕр çаклансах тăчĕ. Мăшăрăм тăрăшнипех темиçе хутчен вилĕм аллинчен хăтăлтăм. Ватлăхра пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса пурăнни хăй телей, - ăшă сăмахсем шеллемест юратнă мăшăрне Валерий Иванович.
В.АЛЕКСЕЕВА.