09 апреля 2016 г.
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕнче кĕçнерникун ĕçлĕ лару-тăру хуçаланчĕ. Кун йĕркинчи 25 ыйтуран тĕпре республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствин 2015 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне çĕршыври пĕтĕмĕшле лару-тăру çăмăл маррине палăртнинчен пуçларĕ. Çакăн витĕмĕ, паллах, Чăваш Енре те сисĕнет. Апла пулин те иртнĕ çул республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 44,4 млрд тенкĕпе танлашнă, ăна туллин пурнăçланă. Хамăрăн 29,2 млрд тенке çитнĕ тупăшсем хушăнса пыни уйрăмах кăмăллă.
Михаил Васильевич Чăваш Енри предприятисем паян хăйсен продукцине чикĕ леш енне те нумай ăсатнине кăмăллăн палăртрĕ. Пестицидсем, водород перекиçĕ, электротехника, «АККОНД» канфечĕсем тата ыт. те - пирĕн предприятисем хăйсен продукцине тĕнчери 85 çĕршыва сутаççĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлни - ырă пулăм. Хĕвел батарейисем, жгут-проводсем, силиконакрил эмальсем, керамика изделийĕсем... - çĕнĕ продукци списокĕ çакăнпа кăна вĕçленмест. Предприятисем производствăна аталантараççĕ. «АККОНД» юнашарах çĕнĕ фабрика хута ярасшăн, «Юрма» производствăна çĕнетнĕ, «Ольдеевская» агрофирма теплицăсене реконструкцилет, «Çеçпĕл» предприятие Шупашкар районĕнче çĕнĕ завод тума 9,5 гектар çĕр уйăрса панă.
Çапах хăш-пĕр предприятире йывăрлăх пуррине кура /сăмах «Трактор завочĕсем» пирки пырать-тĕр/ Михаил Игнатьев республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ 7% çитме пултарас хăрушлăх пуррине пытармарĕ, пирĕн ĕç-пуç çакнашкал япăх сценарипе аталанасран сыхланса пĕтĕмпех тумалла.
Агропромышленноç комплексĕ пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çитĕнÿсем пирки кăна мар. Усă курман çĕрсен лаптăкĕ çав-çавах пысăк-ха - «кашни гектара çаврăнăша кĕртмелле». Михаил Васильевич шухăшĕпе - Чăваш Енре сĕт туса илес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли майсем анлă. Сĕт - ялти яланах укçа кÿрекен çăлкуç. Раççейре сĕт дефицичĕ 8 млн тоннăпа танлашнине шута илсен ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле. Хальлĕхе вара республикăра кашни ĕнерен илекен вăтам сăвăм 4860 кг танлашать. Сакăр район 5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă. Пилĕк хуçалăхра вара кашни ĕнерен 7 пин кг ытла сĕт сăваççĕ иккен. Вĕсемпе мăнаçланса ЧР Пуçлăхĕ кашнинех ятран асăнчĕ.
Çулсем тăвасси, вĕсене юсасси çине те алă сулман. Цифрăсем асăннă май Михаил Васильевич юлашки вăхăтра республикăри çулсем япăхланнин сăлтавĕ çинче те чарăнса тăчĕ, «Кăçалхи хĕлле температура улшăнăвĕ - минусран плюса çаврăнни - 21 хут пулнă. Çавна май çулсем сиенленнĕ. Регламентпа килĕшÿллĕн вăхăтра юсаман çулсем уйрăмах япăх. Вăйра тăракан стандартсем - совет саманинчен юлнисемех. Усă куракан технологисем çанталăк çапла улшăнса тăнине тивĕçтермеççĕ. Эппин, çĕнĕ технологисем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлеççĕ, анчах ку çулсем тăвассине татах хаклатĕ».
Çурт-йĕр тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, демографипе çыхăннă ырă туртăмсем, Чăваш Ен спортсменĕсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командисенчи йышĕ ÿссе пыни, туризм - докладра пĕр тема та сиксе юлмарĕ. Çапах коррупци пирки Михаил Васильевич пусăм туса калаçу пуçарчĕ. Коррупципе çыхăннă преступленисен шучĕ пĕлтĕр 30% чакнă, хыснана «çухалнă» 500 млн тенке тавăрса панă. Апла пулин те ку Михаил Игнатьева тивĕçтермест, «Интерессен хирĕçтăрăвĕнчен сыхланасси, муниципалитетсен тата патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туяннă, çĕр лаптăкĕсем панă чух «откат» илессипе кĕрешесси, коррупционерсем хăйсен пурлăхĕпе явап тытмалли мерăсем йышăнасси - çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем». Ку темăна асăрхаттарнăн вĕçлерĕ: «Влаç органĕсен должноçри çыннисен коррупцишĕн явап тытма тивессине пĕлсе тăмалла».
Доклада вăл влаçăн тĕп тĕллевне çынсен пурнăçне лайăхлатассинче курнине аса илтернипе вĕçлерĕ.
Регламентпа килĕшÿллĕн парламентри кашни фракцирен темиçешер ыйту пачĕç.
Парламент отчета ырларĕ те - малалла ĕçлерĕ. Кун йĕркинче - ЧР Конституцине, республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан, ытти саккун проекчĕсем.
ЧР ПУÇЛĂХĔН ОТЧЕТНЕ ХАКЛАÇÇĔ
Николай Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Правительство ĕçне хаклакан тĕплĕ доклад - Министрсен Кабинечĕн ĕçне пур енчен те тишкернĕ. Мĕн туни çинчен кăна мар, малашне мĕн тумалли пирки те каларĕ. Мана уйрăмах ялхуçалăх ыйтăвĕсене тĕплĕ пăхса тухни питĕ килĕшрĕ. Елчĕк районне, «Победа» ОООна ырăпа аса илни кăмăла çĕклерĕ. Пирĕн районта пушă выртакан çĕрсем çук. Çакă çĕр ĕçне хисеплени, ял ĕçченне пулăшма тăрăшни куçкĕрет.
Докладра республика Пуçлăхĕ çĕршывра çулталăка 8 млн тонна сĕт çитменни пирки асăнчĕ. Министрсен Кабинечĕ сĕт туса илни ял çыннине тупăш панине лайăх ăнланать. Çавăнпа районсенче сăвакан ĕнесен хисепне ÿстерме хистет. Çавăнпа та ялхуçалăх предприятийĕсенче выльăхсен шутне кашни çул ÿстерсе пыратпăр.
Петр СКВОРЦОВ, Елчĕк район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçи, «Прогресс» акционерсен хупă обществин директорĕ:
- Правительство ĕçне хаклакан докладра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ĕçне тĕплĕн тишкернипе пĕрлех малашне епле ĕçлесси çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Мĕнпур отрасле, уйрăмах ялхуçалăх ыйтăвĕсене тишкерсе хак пани килĕшрĕ. Республика Пуçлăхĕшĕн агропромышленность комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕ питех те çывăх. Çавна май ял çыннин пурнăçне тата лайăхлатассишĕн калаçни унăн докладĕнче уççăн палăрса тăчĕ.
Ялхуçалăхĕнчи ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнине пула республикăра сĕт, аш-какай туса илесси ÿсет. Çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ман шутпа, хальхи вăхăтри тĕп тĕллев - ялхуçалăх отрасльне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса, ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттермелле.
Ираида Васильева, Шăмалак шкулĕнчи учительница, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ:
- Чăваш Ен Правительствин ĕç-хĕлне ырăпа хаклатăп. Республика çутçанталăк ресурсĕсемпе пуян мар пулсан та федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнсенче пырать. Калăпăр, нумай ачаллă çемьесем ÿсни, ялти культура учрежденийĕсене çĕнетни, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Докладра ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси çинчен те сăмах пулчĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотизм никĕсĕ çинче воспитани пани питĕ кирлĕ.