Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăсăк çулçÿрев те, ĕçлĕ тĕлпулу та

09 апреля 2016 г.

Кăсăк çулçÿрев те, ĕçлĕ тĕлпулу та

- Эпĕ ветерансенчен нумайăшĕ çамрăк чухнехи пекех пултаруллă та активлă пулнипе чăннипех савăнатăп, - кăмăллăн пĕлтерет 7000 яхăн çуллă çынна пĕрлештерекен районти канаш  председателĕ - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, вунă çул каялла «Халăх педагогĕ» ята тивĕçнĕ С.А.Терентьева. - Вĕсенчен чылайăшĕ, çичĕ-сакăр теçетке е ытларах пуçтарнă пулсан та, хăйсен активлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

- Тен, çавăнпах эсир ертсе пыракан обществăлла организаци республикăра - чи курăмлисенчен пĕри?

- Шăпах çапла. СССР халăх учителĕ П.Н. Чернов, кооперативлă суту-илÿ ĕçĕнче пиçĕхнĕ Р.С.Харисов, парти тата совет органĕсенчен канăва тухнă Г.Т.Тумановпа тĕрлĕ ĕçре хăйне ырă енчен кăна кăтартнă А.А.Анисимов спортсменсем, П.И.Анисимовпа И.М.Трофимов агроном-çĕр технологĕсем, нумаях пулмасть 85 çул тултарнă Л.А.Никитин педагог, А.П.Сайкина медик кирек мĕнле хушу-сĕнĕве те чыслăн пурнăçлаççĕ тата пур чухне те  хăйсен пуçарулăхне кăтартаççĕ. Вĕсем пеккисем вара пирĕн хушăра вуншар.

- Вăйлă актив - вăйлă организаци, тетпĕр. Мĕн хистет-ха нумай-нумай çул ĕçлесе канăва тухнисене хăйсен лăпкăлăхĕ çинчен мансах общество пурнăçне хутшăнса пуçарулăх кăтартма?

- Чи малтанах, хăйсем мĕн çамрăкран йышпа çыхăнса  пурăнма, çĕнĕрен çĕнĕ пуçарусем тума, ыттисене пулăшма тăрăшни. Тĕслĕх вырăнне Рифкат Сабирович Харисова кăна илетĕп. Пенсие тухиччен нумай ăшă сăмаха, тава тивĕçнĕскер, паян пĕр мероприятирен те айккинче тăрса юлмасть. Инкеке е йывăрлăха лекнĕ çынсем патне чи малтан çитет, вăйсăртарах ветерансене хавхалантарса хăй шутĕнчен парне пама та, тăлăхсемпе пĕчченсене укçа-тенкĕпе е япалапа пулăшма та. Александра Прохоровна Сайкина та çыншăн, обществăлла ĕçшĕн тем тума та хатĕр. Ун пеккисене вара хамăрăн та мĕнле те пулин хавхалантарасах килет. Вĕсене республикăпа унăн тулашĕнчи паллă вырăнсене кайса курни вăй-халпа хавхалану кÿрет. Çакна шута илсе кашни çулах ушкăнпа экскурсие тухса çÿреме майсем тупатпăр. Çакă  пуриншĕн те кăсăклă çулçÿрев пулнипе пĕрлех, тĕрлĕ шайри ĕçлĕ тĕлпулусемпе те  палăрса юлать. Акă, Ульяновск хулинче пулнă чухне чăваш халăх патриархĕн И.Я.Яковлевăн учительсем хатĕрлекен шкулĕпе музейĕнче пулнă чухне вырăнти ертÿçĕсем нумай экспонатсемпе паллаштарчĕç кăна мар, пирĕн ыйтусене хуравласа историлле хушма документсем тупма та пулăшрĕç. Ун чухне пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăнусем тытма калаçса татăлни ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Дивеевăпа ытти таса /çветтуй/ вырăнсенче пулни те яланлăхах асра юлчĕ.

Хальтерех кăна Çĕрпÿпе Шупашкарта пулни те çуллă çынсемшĕн çамрăклăх çăлкуçĕ пекех туйăнчĕ. Тихвин мăнастирĕнче пулнисем Агния игуменья унти чиркÿсен комплексне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе чунтан тăрăшса ĕçлени çинчен нихçанхинчен те ытларах пĕлчĕç. Хальхи вăхăтра унăн пуçарулăхне малалла тăсакан Нина та /Волкова игуменья/ ĕненекенсемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç илсе пынине курса савăнчĕç.

Тĕп хулана экскурсие килнисене республикăри Патшалăх Канашĕнче  ăшшăн йышăнчĕç. Ĕç тăвакан аппарат ертÿçин çумĕ В.В. Трофимов депутатсем, яланхи комиссисемпе ытти сотрудниксем епле ĕçленипе паллаштарчĕ. Унтан  çулçÿревçĕсене Патшалăх Канашĕн председателĕпе Ю.А.Поповпа Елчĕк тăрăхĕнчен суйланнă П.С.Краснов депутат ăшшăн йышăнчĕç. Ветеран-активистсем унта хăйсене хумхантаракан нумай ыйтусем çине тулли хурав илчĕç.

А. АРТЕМЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсенче: ЧР Патшалăх Канашĕнче Ю.А.Поповпа тата П.С.Красновпа тĕл пулнă вăхăтра Д.Д.Смирнова педагог-ветеран Курнавăш тăрăхĕнчи суйлавçăсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусем пирки калать. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика