09 апреля 2016 г.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ районти куллен кирлĕ таварсен хакĕсене тишкернĕ /апрелĕн 6-мĕшĕ тĕлне/.
Ваккăн сутакан суту-илÿ предприятийĕсенчи апат-çимĕç хакĕсем тĕрлĕрен.
Пĕрчĕклĕ чейĕн /1 кг 290 тенкĕ/, услам çăвăн /1 кг 312 тенкĕ/, пуçлă суханăн /1 кг 20,90 тенкĕ/ вăтам хакĕсем иртнĕ эрнеринчен улшăнман.
Çак апат-çимĕçсен вăтам хакĕсем чакнă:
- ыраш çăкăрĕ 1 штукĕ 16,60 тенкĕ /1,40 тенкĕ/;
- 1 кг тăварлă пулă 168,50 тенкĕ /21,50 тенкĕ/;
- шурă çăкăр 1 штукĕ 18,66 тенкĕ /1,34 тенкĕ/;
- 1 кг çăнăх 27,10 тенкĕ /1,80 тенкĕ/;
- тĕтĕмленĕ кăлпасси 1 кг 195,56 тенкĕ /23,64 тенкĕ/;
- 1 категориллĕ çăмарта 10 штукĕ 60,40 тенкĕ /2,50 тенкĕ/,
- рис кĕрпи 1 кг 51,94 тенкĕ /1,5 тенкĕ/;
- хуратул кĕрпи 1 кг 66,36 тенкĕ /0,54 тенкĕ/;
- апат-çимĕç тăварĕ 1 кг 10,90 тенкĕ /0,54 тенкĕ/;
- чăх какайĕ 1 кг 113,80 тенкĕ /0,50 тенкĕ/.
Сĕт 1 литрĕ 43,10 тенкĕ /0,90 тенкĕ/, чĕрĕ пулă 1 кг 114,20 тенкĕ /4,80 тенкĕ/, тип çу 1 кг 96,90 тенкĕ /5,36 тенкĕ/, макарон изделийĕсем 1 кг 31,60 тенкĕ /1,20 тенкĕ/, сахăр песукĕ 1 кг 53,60 тенкĕ /0,45 тенкĕ/ ÿснĕ. Улма-çырла хакĕсем те тĕрлĕрен пулнине палăртнă.