09 апреля 2016 г.
Çĕнĕрен тума тытăннă çуртсенче пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр туянас кăмăллă çынсем сахаллăн мар. Анчах вĕсем тÿрĕ кăмăллă мар строительсемпе тĕл пуласран - улталанасран хăраççĕ. Вĕсенчен мĕнле асăрханмалла; Чăваш Республикинчи строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Максимов граждансене çакна асра тытма сĕнет:
- Çурт-йĕр тунă çĕре пая кĕнĕ чухне заем килĕшĕвĕ, тупăш илес тĕллевпе ĕçе тунă çĕре укçа-тенкĕ хывма, малтанлăх килĕшÿсене çирĕплетме, çавăн пекех çурт-йĕр тунă çĕре малашне пая кĕме ан килĕшĕр. Çурт-йĕре «икĕ хутчен» сутассинчен тата строительство ĕçĕсене пурнăçлакан предприяти панкрута тухнă хыççăнхи лару-тăрура сире строительствăна пая кĕрсе хутшăнни çинчен çирĕплетнĕ договор анчах сыхласа хăварма пултарать. Анчах çакна астумалла: Росреестр управленийĕнче регистраци тунă хыççăн çеç договор çирĕпленет.
Çĕнĕрен тăвакан çуртсенче хваттер туяннă чухне хваттерсĕр тата укçа-тенкĕсĕр тăрса юлас мар тесен строительство рынокĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартнă, тĕрĕслесе пăхнă компанисемпе организацисене пымалла. Çурт-йĕре тăваткал метр тăрăх шутласан, вăл регионри вăтам хакран палăрмаллах йÿнĕ пулсан вăл мĕншĕн çапла пулма пултарни çинчен шухăшласа пăхăр. Çурт-йĕр рынокĕнче уçăмлă хаксем çирĕпленнĕ, çаксем пирки риэлтор фирмисенче тĕплĕн ыйтса пĕлме пулать.
Килĕшÿ çирĕплетес умĕн строительсен компанийĕн офисĕнче пулса проект декларацийĕпе паллашсан аван пулмалла. Ăна Интернетра тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсенче пĕлтереççĕ. Енчен те пая кĕрессине рекламăламаççĕ пулсан строительство ĕçĕсене пурнăçлакан çакăн пирки пĕлтермессе те пултарать. Строительство ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан кирлĕ документацие кирек хăçан та кăтартма пултарать.