02 апреля 2016 г.
Кашни çулах налук органĕсене тупăшсем пирки деклараци тăратаççĕ. Кăçалхи уйрăмлăхсем пирки Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн камераллă тĕрĕслев пайĕн ертÿçин çумне Сергей Цыганова каласа пама ыйтрăмăр.
- Сергей Николаевич, налук тÿлекенсем хăйсен тупăшĕсем çинчен декларацине хăçанччен тăратмалла?
- Иртнĕ çулхи тупăшсем çинчен, енчен те вĕсенчен налук тÿлемен пулсан, декларацине налук службин органĕсене апрелĕн 30-мĕшĕччен тăратмалла. Кăçал вара кану тата уяв кунĕсене пула 3-НДФЛ декларацине 2016 çулхи майăн 4-мĕшĕччен тăратса ĕлкĕрмелле.
- Налук декларацине камсем тăратаççĕ?
- Уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокатсем, çавăн пекех куçман тата куçакан пурлăха сутнă, енчен те вĕсемпе 3 çултан сахалрах усă курнă пулсан, пурлăха арендăна панă, ытти налук хуман тупăшсем илнĕ çынсем.
- Мĕнле пурлăха сутсан деклараци тăратмалла?
- Енчен те çын 3 çултан сахалрах вăхăт усă курнă пурăнмалли çуртсемпе хваттерсене, пÿлĕмсене, дачăсене, сад тата ытти çĕр лаптăкĕсене, çак пурлăхсен пайĕсене сутнă пулсан. Çапах та çакна шута илмелле: пурăнмалли çуртсемпе çĕр лаптăкĕсемшĕн налук тÿлекен 1 миллион тенкĕ таран пурлăх налукне чакарма пултарать. Чакару сумми сутнă пурлăхшăн илнĕ тупăшран килет.
Ытти пурлăха, сăмахран, гараж, машина, мотоцикл сутсан чакару сумми 250 пин тенкĕпе танлашать.
- Енчен çын деклараци тăратмасан...
- Налук тÿлекен хăйĕн тивĕçне саккунсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламасан ăна 1000 тенкĕрен кая мар штрафлаççĕ.
- Тупăшсемшĕн налука хăçанччен тÿлемелле?
- 2015 çулта килнĕ тупăшсемшĕн уйрăм çын налуксене 2016 çулхи июлĕн 15-мĕшĕччен тÿлемелле.
- Çурт е хваттер туяннăшăн кăлару /вычет/ пур-и?
- Çĕнĕ çурт тунăшăн е туяннăшăн, хваттер, пÿлĕм е вĕсенче пай, уйрăм çурт лартма çĕр лаптăкĕ илнĕшĕн пурлăх кăларăмĕ 2 миллион тенкĕпе танлашма пултарать. Çапах та кунта налук тÿлекен мĕн чухлĕ тăкакланнине шута илеççĕ. Урăхла каласан, хваттер туяннăшăн е çĕнĕ çурт тунăшăн налук тÿлекен çын тăкаксен 13 процентне каялла тавăрма пултарать.
- Сергей Николаевич, налук тÿлекенсем тата мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ?
- Социаллă налук кăларăмĕсемпе. Аса илтеретĕп - вĕсен шутне хăй тата ачасем вĕреннĕшĕн тÿлевсем, хăй тата çывăх тăванĕсем сипленнĕшĕн тухнă тăкаксем, ирĕклĕ майпа пенси тата страховани тÿлевĕсем, хăйĕн укçи-тенкинчен ыркăмăллăх фончĕсене хывнă тăкаксем кĕреççĕ.
- Вĕреннĕшĕн тÿленĕ тăкаксене мĕнле саплаштараççĕ?
- Ашшĕ-амăшĕ 24 çула çитмен ачасене, опекунсемпе попечительсем - усрава илнĕ 18 çула çитмен ачасене, çавăн пекех куçăмлă майпа 24 çула çитмен çамрăксене вĕрентнĕшĕн социаллă налук кăларăмĕсене /вычет/ илме пултараççĕ. Студентăн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем те социаллă налук кăларăмĕсемпе усă курма пултараççĕ.
- Кăлару виçи мĕн чухлĕ?
- Кашни ача пуçне тата пĕтĕмĕшле тăкаксен 50 пин тенкĕрен ытла мар. Сăмахран, çемьере 2 ача тÿлевлĕ майпа вĕренеççĕ пулсан, çемье каялла 100 пин тенкĕ тавăрма пултарать.
- Социаллă тата пурлăх /çурт-йĕр туяннăшăн е çĕнĕрен тунăшăн/ кăларăмĕсемшĕн декларацине хăçанччен тăратмалла?
- Пурлăх кăларăмне çын хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕр хут илме пултарать. Социаллă налук кăларăмĕсене вара тăкаксем пулнă хыççăн 3 çул хушшинче илмелле. Кăларăмсене илме декларацине çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тăратма май пур.
- Деклараци бланкне ăçта илеççĕ?
- Налук инспекцийĕнче. Электрон мелĕпе /налук службин сайтĕнчен/ www.nalog.ru. Çавăн пекех ăна «Консультант плюс» е «Гарант» информаципе право тытăмĕнче те илме пулать.
- Декларацине ăçта тата мĕнле тăратаççĕ?
- Налук декларацине пурăнакан /регистрациленнĕ/ вырăнти налук инспекцине 3 майпа тăратаççĕ: налук инспекцине килсе е почтăпа, телекоммуникаци каналĕсемпе /электрон мелĕпе алă пусни кирлĕ/.
А.КАРЛИН калаçнă.