Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекисенче – халăх чунĕ

09 апреля 2016 г.

Кĕнекисенче – халăх чунĕ

Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ыран 80 çул тултарать.

Ырми-канми ĕçлекен писатель тĕрлĕ жанрпа çырать.

Манăн аллăмра писателĕн «Ватă хурама вăрттăнлăхĕ» кĕнеки. Вăтам çулхи ачасем валли çырнă ăна. «Вулăр, сăнăр, ачасем, курмалли-пĕлмелли ытла та нумай», - тет автор. Чăваш çыннишĕн вăрман пурнăç та, хÿтлĕх те. Ача-пăча вăрманта чупсах çитĕннĕ. Мунча валли милĕк хуçмалла, çырла-кăмпана каймалла, утă çулмалла... Вăрман хĕрринче пурăнакансем ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхтерсе ÿстернĕ.

Юхма Мишшин «Çăлтăрсем чĕнеççĕ», «Хăлат юмахĕсем», «Мальчик из Шоршел», «Элпи чечекĕсем», «Мулкач валли шурă кĕрĕк» кĕнекисене шкул ачисем юратса вулаççĕ.  Вĕсенче  писатель чăн-чăн ăсчах,  вĕрентекен, ачасен тусĕ пулнине лайăх куратпăр.

Юхма Мишши хальхи вăхăтра чăвашсен чи сумлă та паллă çыравçисенчен пĕри. Унăн «Мускав çулĕ», «Кăвак çĕмрен», «Кункăш кайăк - вилĕмсĕр кайăк», «Эткер», «Термен», «Анне çăкăрĕ», «Атте пахчи», «Хĕвел хапхи» тата ытти романĕсемпе повеçĕсене вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Михаил Николаевич пьесăсем те, сăвăсем те, юрă сăмахĕсем те, публицистика хайлавĕсем те шăрçалать. Унăн произведенийĕсене тĕнчери çĕр ытла чĕлхепе куçарса пичетленĕ. Юхма Мишши чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци, Альберт Канаш ячĕллĕ çамрăксен, Раççейри Литература, СССР Писательсен Союзĕн М.Шагинян ячĕллĕ тата ытти вуншар преми лауреачĕ.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки - «Оксана» повесть - 1962 çулта пичетленсе тухнă. Истори романĕсенчен пĕринче - «Мускав çулĕнче» - чăваш халăхĕн XVII ĕмĕрĕнчи йывăр пурнăçне çырса кăтартнă. 1986 çулта мухтавлă писателĕмĕрĕн «Эткер» романĕ пичетленсе тухнă. Ку вăл Юхма Мишшин чĕрĕк ĕмĕр хушши çырнă «Вилĕмсĕрлĕх» тетралогин пĕрремĕш кĕнеки. Унта кĕнĕ тăватă романра та писатель тискер патша саманинче вилĕм шăтăкĕ умĕнче тăнă чăваш халăхĕ епле çутта тухса çĕкленсе кайнине çырса кăтартать.

«Чăн чăвашлăх манра упранать» кĕнекене автор тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсене кĕртнĕ. Сăмах ăсти, пысăк тавракурăмлă тĕпчевçĕ, историк малашне те пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлавсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр.

Хаклă вулаканăмăрсем! Сире библиотекăра яланах хапăл эпир. Килĕр, халăх писателĕн кĕнекисемпе паллашăр.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Юхма Мишши.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика