06 апреля 2016 г.
Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем уй-хир ĕçĕсене ирттерме мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 1-мĕшĕччен ятарлă комисси вĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынине тишкернĕ. «Прогресс» АХОра, «Победа» ОООра, «Рассвет», «Комбайн», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, «Яманчурино» ОООра, «Урожай» ОООра, «Нива» агрофирма» ОООра, А.В.Петров. Б.П.Головин, Ф.А.Шадриков, В.Ф.Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерсе яма ха-тĕрри курăннă.
Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23712 гектар çинче акса хăвармалла. Хатĕрленĕ вăрлăхăн 94% ака кондицине тивĕçтерет. 2500 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ. Вăл пĕтĕмпе кирлĕ удобренин чи пĕчĕк виçин 90% танлашать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлашшипех турттарса хунă - 832 тонна /147%/. Механизаторсен кадрĕсем çитеççĕ. Çураки ирттерме «Россельхозбанк» АО тавар туса кăларакансене 23 млн тенкĕ кредит панă.
Хĕрÿ тапхăр умĕн ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çĕнĕ йышши 7 техника хатĕрĕ туяннă: КС-8 маркăллă культиваторсем, СЗ-5.4 маркăллă сеялка, катоксем, минераллă удобрени сапмалли хатĕрсем, КСУ косилкăсем.
Çуракине 214 трактор /Гостехнадзорăн Елчĕк районĕнчи инспекцийĕ палăртнă тăрăх вĕсен 93% юсавлă/, 114 сÿре агрегачĕ, çĕр хатĕрлекен 99 агрегат, 120 ака агрегачĕ хутшăнать.
Çуракине хатĕрленес ыйтăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин паянхи саманара çĕнĕ, ĕçе çăмăллатакан техникăпа усă курнипе, элита вăрлăх акса хăварнипе çеç пысăк çитĕнÿ тума май пулнине палăртрĕ.
«Нумай функциллĕ центр» автономи учрежденийĕн директорĕ Людмила Викторова НФЦ халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парассипе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр 15900 çынна пулăшу панă. Ку енĕпе республикăра 5-мĕш вырăн йышăннă.
Канашлура апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ ирттерес, çырма хĕррипе, çул айккипе пуçтарăннă çÿп-çапа пуçтарас ыйтусене пăхса тухрĕç.