06 апреля 2016 г.
Çĕнтерÿçĕ - В.Николаев
«Çулталăкри учитель-2016» районти конкурс хыçра.
Пилĕк педагог вĕрентÿ проекчĕсене хÿтĕлесе финала тухнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи О.Осипов /физкультура/, Таяпа Энтринчи Т.Васильева /вырăс чĕлхипе литература/, Елчĕкри В.Николаев /истори тата обществознани/, Çĕнĕ Пăвари Л.Пупина /вырăс чĕлхипе литература/, Шăмалакри С.Яковлева /физика/ юлашкинчен уçă дискуссинче ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Çак йышран пысăк тавракурăмĕпе, калаçăва пĕлсе йĕркеленипе тата ыйтусене кĕске те тĕрĕс хуравланипе Елчĕкри В.Николаев çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Çар ретне тăраççĕ
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв пуçланчĕ.
Çар служби çамрăксемшĕн хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев. Вĕренÿ учрежденийĕсене тин çеç пĕтернĕ çамрăк пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать, çар ретĕнче хăйĕн характерне тĕрĕслет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен кăçалхи çурхи призыв вăхăтĕнче çар службине 26 призывник тăмалла. Вĕсем апрелĕн 11-мĕшĕнче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ.
Çулсене вăхăтлăха хупаççĕ
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăри регион тата муниципалитетсен шайĕнчи пурте усă куракан автоçулсемпе пысăк груз турттаракан автомашинăсене çÿремешкĕн вăхăтлăха чараççĕ.
Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çакă çурхи çанталăк условийĕсенче çулсем сиенленесрен сыхланма кирлĕ. Чару çĕршывсем хушшинче грузсем турттарассине, пассажирсене илсе çÿрекен автобуссене пырса тивмĕ. Çавăн пекех апат-çимĕç, выльăх апачĕ, эмелсем, топливо, вăрлăх, им-çам турттаракан транспорт хатĕрĕсем те чăрмавсăрах çÿрĕç.
Уйăхлăх пуçланнă
Республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать. Ăна пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне тата Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.
Апрелĕн 28-мĕшĕнче нумай çĕршывра пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал унăн тĕп теми: «Ĕç вырăнĕнчи хумхану: коллективлă чĕнÿ».
Апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче районсемпе хуласенче ĕç сыхлавĕпе çыхăннă 200 ытла тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсен йышĕнче республикăри наукăпа практика «Ĕçлекенсен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕ» конференци, «Уйрăм хÿтĕленÿ хатĕрĕсем, ятарлă атă-пушмак, ятарлă тумтир» курав.
Уйăхлăх вăхăтĕнче «Ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ», çавăн пекех ĕç сыхлавĕ енĕпе ăнăçлă ĕçлекен муниципалитетсене палăртассипе смотр-конкурссем йĕркелеççĕ.
Тасалăх - хамăршăн
Çанталăк ăшăтса пынă май юр айĕнчен тасамарлăх тухать. Çавна май республикăра тирпей-илем кĕртес енĕпе уйăхлăх пырать.
Пирĕн районта та ялсенче тирпей-илем кĕртес, тасамарлăхран хăтăлас тĕлĕшпе ĕçлемелли чылай. Урамсене тирпей кĕртнисĕр пуçне масарсенче те йĕрке тумалла - хăрнă йывăç-тĕмсене касмалла, çÿп-çапа турттарса тухмалла. Çак ĕçе предприятисемпе организацисен коллективĕсене, вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансене, общественноçа явăçтарни питĕ вырăнлă.
Волейболистсем вăй виçнĕ
Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕн спорт залĕнче волейболистсен турнирĕ иртнĕ.
Аслă Пăла Тимешри тĕп шкулти физкультура учителĕн Геннадий Барановăн юбилейне халалланă турнирта Курнавăш ялĕн команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Аслă Пăла Тимеш ялĕн тата «Юман» спорт клубĕн волейболисчĕсем.