06 апреля 2016 г.
Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Меметовăн кун-çулĕ хăйĕн тантăшĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕрен мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Вăтам шкул хыççăн юратнă специальноçа алла илес тесе Шупашкарти энерготехникума вĕренме кĕнĕ. Электромонтер специальноçне илнĕ хыççăн каччăн Совет Çарне кайма ят тухнă. Икĕ çул космос çарĕнче службăра тăнă патвар та çирĕп хул-çурăмлă, яштака йĕкĕт. Яла таврăнсан кăштах тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Унтан Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ завода ĕçе вырнаçнă. 1000 пысăкрах вольтпа ĕçлекен электрик ăсталăха кунсерен ÿстерсе пынă. Харсăрлăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе икĕ çул хушшинчех карьера тума, хваттер илме те майсем пулнă çамрăкăн, анчах шăпа хулара юлма пÿрмен ăна. Амăшĕ чирленине пула Лаш Таяпана таврăнма тивнĕ. Ĕлĕкрен пыракан йăлапа кĕçĕннин тĕп киле юлмалла-ха, вăл çулсенче кĕçĕн шăллĕ салтак аттине тăхăннă. Çавна май Николайăн хулара йĕркеленме пуçланă пурнăçа ялпа улăштарма тивнĕ. Амăшне пăхасси ывăлĕн таса тивĕçĕ пулнине чĕрепе туйнă вăл.
Вăхăт иртнĕ май çамрăк çемье тĕп килтен уйрăлса тухса В.В.Андреев олимпиеца халалласа çĕкленĕ çĕнĕ урамра çурт лартнă. «Арçын тенин хăйĕн ĕмĕрĕнче хăйĕн аллипе ăшă йăва çавăрмаллах тесе шутлатăп эпĕ», - тет Николай Федорович.
Халĕ вăл шăпа ялта тымар яма тивнĕшĕн кулянмасть. Яла куçса килсен Николай Федорович çĕвĕ цехĕнче ĕçлеме пуçланă. «Ÿркенмен ăста пулнă», - тенĕрен электрик тивĕçĕпе пĕрлех слесарь ĕçне те тимлĕн пурнăçланă. Вăл кăна та мар, ял çыннин çĕвĕ е кĕпе-йĕм çăвакан машина çĕмĕрĕлнĕ - Николай пур ĕçе те пултарнă, часах ĕçе кĕртнĕ вĕсене. Ку пултарулăха халĕ те пăрахман. «Алли ылтăн унăн», - теççĕ ку тăрăхра пурăнакансем ун çинчен сăмах пуçарсанах.
1993 çулта Николай Федоровича Елчĕкри линипе техника цехĕн ертÿçи Петр Кондратьев хăй патне чĕнсе илнĕ. Вăл ял çыннисенчен çамрăк ăста алăллă пулнине тахçанах илтнĕ, хăй патне ĕçлеме йыхравланă. Хаваспах килĕшнĕ Николай Меметов, ара, çĕвĕ цехĕ хĕллехи вăхăтра кăна ĕçлет, çу уйăхĕсенче ытти ĕç шырама тивет рабочисен. «Яланлăх ĕç пулни питĕ лайăх. Килĕшетĕп», - тенĕ хавхаланса çамрăк арçын. Унтанпа пиллĕкмĕш разрядлă электромонтер урăх ĕç улăштарман. Чунĕпе парăннă ăна.
Хальхи вăхăтра Николай Федорович «Ростелекомăн» Елчĕкри линипе техника участокĕн чи ăста ĕçченĕсенчен пĕри. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи çыхăнушăн яваплă вăл. Ку тăрăхри телефон, интернет çыхăнăвĕ татăлнă е ĕçлемест - кĕске вăхăтрах хута ярать вăл вĕсене. Ял çыннисем унăн ĕçĕпе кăмăллă - ниме пăхмасăр çитет вăл клиент патне.
Николай шкулти, чиркÿри электрооборудованине те пăхса-тĕрĕслесе, юсаса тăрать. Ял çыннин кил-çуртĕнче çутă сÿнет, районтисене шăнкăравличчен ăна чĕнеççĕ - никама та пулăшусăр хăвармасть вăл.
- Питĕ кирлĕ професси. Ăна суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп, - тет Николай Федорович. - Çамрăксене те рабочи профессине суйласа илме сĕнетĕп.
Николай ялти шкула вĕрентме килнĕ çамрăк педагогпа паллашса çемье çавăрнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕн хĕрĕ Лаш Таяпа ачисене ĕç тата черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Унтанпа шыв-шур нумай юхса иртнĕ, паян Марина Аркадьевна шкул коллективне ăнăçлă ертсе пырать.
Туслă çемьере икĕ ача çитĕннĕ. Илья Мускавра инженер-программиста вĕренсе пĕтернĕ те хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Аня бухгалтер специальноçне алла илнĕ.
Ачисем шкулта вĕреннĕ чухне Меметовсем таврара спортпа туслă çемье пулнипе палăрнă. Районта иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Николай Федорович, ачаран спортпа туслăскер, уйрăмах çуран чупма, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать. Футбол вăййи те ют мар уншăн. Пĕрре мар «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята та тивĕçнĕ. Студент чухне вара хăйĕн вăй-халне тĕрĕслемелле марафона та хутшăннă. 42 çухрăмлă дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ.
Ачаран выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿснĕ Николай ял çыннин картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе, чăх-чĕппе илемлине пĕлтерет. Вăхăтĕнче лаша та усранă вĕсем. Паян та ÿркенмеççĕ - чăххи-чĕппине йышлă усраççĕ, ĕне тытма та пăрахман.
- Ял çынни аллинчен ĕç ан кайтăр. Ĕç çынна çĕклет, ÿркев ÿкерет тесе ахальтен каламан, - тет Николай Меметов.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: Н.Меметов.