06 апреля 2016 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Терроризма хирĕçле ирттерекен ĕç-хĕл çинчен РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ А.Карабурнашев, Елчĕкри Автотур. Бизнесцентра террорла актсенчен хÿтĕлесси пирки С.Лебедева администратор каласа панă.
Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен комисси киревсĕр актсенчен хÿтĕлессине мĕнле йĕркелени çинчен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сапожникова чарăнса тăнă.