06 апреля 2016 г.
Çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Тĕнчере сахăр диабечĕ анлă сарăлнăран кăçал вăл çак чирĕн темипе иртет.
Сахăр диабечĕн чирĕпе чирлеме пуçланине çын темиçе çул иртсен кăна сисет. Унăн тĕп паллисем: куç нервĕ тата юн çаврăнăшĕ япăх ĕçлеççĕ, пĕвер аптăрать. Çавăнпа та аслăрах çулсенчисен çулталăкра пĕр хутран кая мар терапевт, хирург, невропатолог тата куç врачĕ патĕнче пулса тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Сахăр диабечĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ инсулинпа çыхăннă. Инсулин вăл - организмри клеткăсене юнри сахăра ирĕлтерсе йышăнма пулăшакан гормон тата глюкоза юна кĕме пултартăр тесе клеткăсене уçакан хатĕр. Организмра инсулин туса кăларакан клеткăсем пĕтсе çитсен çыннăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн организма ăна кĕртмелле.
Иккĕмĕшĕ инсулинпа çыхăнса тăмасть. Организмра ун виçи тивĕçлĕ шайра пулсан та, стресс вăхăтĕнче диабет кетоацидозĕ пулма пултарать. Ытлашши самăрăлни те сахăр чирĕ пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Кунсăр пуçне панкреатит, панкреатоэктимол, эмел тата наркăмăшлă япаласем витĕм кÿнипе çыхăннă тепĕр сахăр диабечĕ пулма пултарать. Чир ан пуçлантăр тесен эрех-сăрапа, пируспа туслă пулмалла мар. Апат-çимĕçпе те пĕлсе апатланмалла. Организма тĕрлĕ хусканусемпе тăтăшах пиçĕхтермелле.
Эпир организма кирлĕ энергие углеводсенчен, белоксенчен тата çусенчен илетпĕр. Организма сахăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пуç мими тата нерв системи хăйĕн функцийĕсене пурнăçланă вăхăтра пĕтĕмпех сахăрпа çыхăннă темелле.
Хусканусем ытларах туни, пĕлсе апатланни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çак чиртен сыхланма пулăшатех.
Т.ПЕТРОВА,
районти тĕп больницăри медицина профилактикин кабинечĕн врачĕ.