06 апреля 2016 г.
Ыранхи кун эпир Гавриил архангел Таса Хĕр Марияна ырă хыпар каланине асăнса праçник тăватпăр. Ыранхи кун Турă ангелĕ Таса Хĕр Марияна унран Çăлакан Христос çураласси çинчен каласа панă.
Çак ĕç çапла пулнă: Гавриил архангел Иоанн пророк ашшĕне, Захарияна курăнсан кайран, улттăмĕш уйăхра, Назарет хулине Таса Хĕр Мария патне пынă. Мария çавăн чухне Турă кĕнекине вуласа ларнă. Ăна Ангел сасартăк курăнса çапла каланă: «Эй тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă, эсĕ пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă». Ангел сăмахĕсене итлесен Таса Хĕр Мария тĕлĕнсе, хăраса кайнă. Ангел вара ăна çапла каланă: «Ан хăра, Мария. Эсĕ Туррăн тивлетне тупрăн: акă эсĕ йывăр çын пулса ывăл ача çурататăн, ăна Иисус тесе ят хурăн. Вăл пит ăслă пулĕ, ăна Çÿлти Туррăн Ывăлĕ тейĕç. Турă ăна хăйĕн Давид ашшĕн патшалăхне парĕ, вăл Иаков ăрăвĕнче ĕмĕрех Патша пулса тăрĕ. Унăн патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук». Мария архангел сăмахĕсенчен тĕлĕнсе: «Манăн упăшкам çук-çке», - тенĕ. Ангел ăна хирĕç çапла каланă: «Сан çине Святой Сывлăш анĕ, сана Çÿлти Туррăн хăвачĕ витсе тăрĕ, çавăнпа çуралас Святоя та Турă Ывăлĕ тесе калĕç». Гавриил архангел Марияна лайăхрах ĕнентересшĕн тата каланă: «Акă санăн ача тумасть теекен хурăнташу Елизавета та халĕ ватăлмалăх кунĕнче ывăл ача курмалла пулчĕ, вăл йывăр çын пулни ултă уйăха кайрĕ ĕнтĕ. Турă сăмахĕ пĕри те вырăна килмесĕр юлмасть». Таса Хĕр Мария Ангел сăмахĕсене ĕненнĕ. Вăл хăйĕн ăшĕнче: манăн ирĕк мар, Турă ирĕкĕ тесе шухăшласа илнĕ, Ангела çапла каланă: «Эпĕ Туррăн чури, эсĕ каланă пек пултăр». Ангел ăна курăнми пулнă.
Çапла Таса Хĕр Мария хăйĕнчен Çăлакан çураласси çинчен Ангелтан ырă хыпар илтнĕ. Çавăнтан вара унăн ăшĕнче ÿтсĕр Турă ÿтленнĕ. Çавăнтан вара Таса Хĕр Мария херувимсем çĕклесе çÿрекен престол вырăнне пулса тăнă. Вăл хăйĕн ăшĕнче ниçта та шăнăçайми Турра çĕклесе çÿренĕ.
Ыранхи праçник - пит аслă праçник. Ыранхи кун эпир çăлăнасси пуçланса кайнă - çылăхран, ылхантан, вилĕмрен хăтăлни. Çавăнпа эпир савăнса юрлатпăр: «Турă авал каланă пĕлми ĕç уçăлнă: Турă ывăлĕ Хĕр ывăлĕ пулнă, Гавриил архангел ырă хыпар каланă. Унпала пĕрле Турă Амăшне эпир те: эй тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă, тетпĕр».
СИЛУАН иеромонах,
Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ.