02 апреля 2016 г.
Мĕнпур тавар тăтăш хакланать. Апла пулин те ял çыннин вăйĕпе сĕтелĕмĕр çине килекен апат-çимĕç продукчĕсен, уйрăмах сĕт хакĕ, çав-çавах йÿнĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсенчен туянакан чĕртаварăн сутлăх хакĕ тивĕçтерменни юлашки вăхăтра халăха ытла хытă хумхантаракан ыйту пулса тăчĕ.
Малтанхи çулсенче ял çынни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта сĕте самай хаклăрах хакпа - 1 килограмне вăтамран 20 тенкĕпе сутнă. Ĕне усракансем ун чухне сĕте «шурă ылтăнпах» танлаштаратчĕç. Анчах сĕт хакĕ, кăçал уйрăмах, палăрмаллах йÿнелни, хĕллехи вăхăтра та вăл 17-18 тенкĕрен иртменни çынсен кăмăл-туйăмне пусăрăнчăк витĕм кÿрет. Мĕншĕн тесен яланлăх ĕç вырăнĕ çук, сĕт укçи вара пĕртен-пĕр тупăш çăлкуçĕ пулса тăракан çемьесем хальхи вăхăтра сахаллăн мар. Чĕртавар нумай вăхăтра - çуркунне тата çулла хаксем тата чакма пултарни хăратать вĕсене.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнче пухса хатĕрлекен информацие тишкерес пулсан, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенчен 1 килограмм сĕте 15,0-17,5 тенкĕпе туяннă. Хальхи вăхăтра чи йÿнĕ сĕт /15 тенкĕ/ - Курнавăш ял тăрăхĕнче. Ку тăрăхра пурăнакан уйрăм çынсенчен пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче анчах чĕртавара 17 тенкĕпе туяннă Т.Сорокина уйрăм предприниматель икĕ эрнере хака 2 тенкĕ! йÿнетнĕ. «Молком» ООО, Н.Смирнова уйрăм предприниматель те, паллах, çынсене ытлашши укçа парасшăн пулман. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи халăхран сĕт пуçтаракансем - В.Смирнов фермер, Т.Васильева уйрăм предприниматель, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, хака 50 пус ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем 1 килограмм сĕте 17 тенкĕпе туянаççĕ. Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсенче малтанхи пекех - 16 тенкĕ сĕнеççĕ. Лаш Таяпари Н.Кондратьев уйрăм предприниматель, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, 1 килограмшăн 1 тенкĕ ытларах тÿлеме тытăннă. В.Лисов, А.Гаврилов уйрăм предпринимательсем те 50 пус ÿстернĕ. Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнче вара конкуренци пысăк. «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ халăхран пухакан чĕртавара хаклăрах туянни предпринимательсене те хака ÿстерме хистет. Сăмах май, ялхуçалăх предприятийĕ январь уйăхĕнче уйрăм çынсене 1 килограмм сĕтшĕн 19 тенкĕ, февральте 18 тенкĕ тÿленĕ, хальхи вăхăтра ăна 17 тенкĕ те 50 пуспа туянать. «Комбайн» территорине кĕрекен Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç тата Кавал ялĕсенчи ĕне усракансем килти хуçалăхра туса илекен сĕте ыттисенчен хаклăрах сутма пултарнипе, паллах, кăмăллă.
Юрий ЕРЕМЕЕВ, Кивĕ Эйпеçри сĕт сутакан:
- Ял çыннин çемйине мĕн ĕлĕкрен ĕне тăрантарнă, халĕ те çаплах. Сĕт хакĕ тивĕçтерменни пирки тăтăшах калаçатпăр пулин, пирĕн пысăках мар ялта та 2-3 сăвăнакан ĕне усракан çемьесем темиçен. Эпир те харăсах 3 ĕне сăватпăр. Сĕте уйрăм çынсенчен хаклăрах хакпа туянакан «Комбайн» хуçалăха сутни алла ытларах укçа-тенкĕ кĕртме май парать. Хальхи вăхăтра пирĕн çемьене сĕт сутнинчен кашни уйăхра вăтамран 30 пин тенкĕ хушма укçа кĕрет. Ялтан Мускава ĕçлеме каякан çыннăн вара пĕр уйăхра çакăн чухлĕ укçа ĕçлесе илес шанăç сахал.
Ялхуçалăх предприятийĕ сĕт сутакансене иртнĕ çул тÿлевсĕр утă уйăрса пачĕ, çакă та пирĕншĕн пысăк пулăшу.
Виталий ИВАНОВ, Елчĕк ялĕнчи сĕт сутакан:
- Ĕне пысăк выльăх шутланать. Ăна хĕл каçарас тесе çемьен çу каçипе лăш курмасăр ĕçлемелле. Район центрĕнче пурăнакансем пĕр-пĕрне курса выльăх-чĕрлĕх сахалрах усрама, çапла майпа хăйсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшнине пытараймăн. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕпе илсен те, 20-25 ĕнерен ытла пулманнине пĕлетĕп. Апла пулин те эпир ĕнене усрама пăрахма шутламастпăр, шалккă та ăна, çын пекех-çке вăл, чĕлхипе анчах калаймасть.
Хамăртан ытлашши сĕте, паллах, сутатпăр. Анчах хальхи вăхăтра лавккара сутакан шыв пирĕн сĕтрен хаклăрах. Ку енĕпе хăçан йĕрке пулĕ;
Алексей ТЯБУКОВ, сĕт пухакан уйрăм предприниматель:
- Пире нумайăшĕ куçранах: продукцие хаклатас килсен хаклатаççĕ, йÿнетес тесен йÿнетеççĕ, теççĕ. Кунта пирĕн айăп сахал. Эпир те, паллах, хамăршăн тăкаклă ĕçлейместпĕр. Усси те нумай мар - 1 килограмм сĕтрен пире шăпах 1 тенкĕ тăрса юлать. Транспорт тата ытти тăкаксене шутласан усси тата сахалрах.
Хальлĕхе сĕт сутакансем хушшинче хăйсен яваплăхне туйман çынсем те сахал мар. Сĕте шыв хушнин тĕслĕхĕсемпе нумай тĕл пулатпăр.
Редакцирен: Хальхи вăхăтра нумай тавара, çав шутран уйрăм хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕтĕн сутлăх хакне те патшалăх енчен шайлаштарса тăрассине Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче пăхса хăварман. Сĕте сутăн илекенсем чĕртаваршăн тĕрлĕрен хак хунин сăлтавĕ те çакăнтах. Çакна шута илсе Чăваш Республикинчи Ялхуçалăх министерстви тата «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕ хаксене чĕртавара сутакансен тата ăна туянакансен пĕр-пĕринпе калаçса татăлса йĕркелесе пыма кирлине палăртаççĕ.
Светлана АРХИПОВА.