02 апреля 2016 г.
Районти ялхуçалăх предприятиĕсенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче патшалăх техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ.
Патшалăх техника тĕрĕслевне «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнчен пуçласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та хуçалăхра ăна ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсене тĕплĕн юсани палăрчĕ. Хуçалăх ертÿçи Ю.Мясников, Н.Енедеров тĕп инженер техникăна тивĕçлĕ шайра тытса тăрассине яланах тĕрĕслесе тăраççĕ. Механизаторсем те хăйсен яваплăхне туяççĕ - ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ, çавăнпа вĕсен ĕç-хĕлĕ те кал-кал пырать. Хальхи вăхăтра тракторсем, кăкарса хумалли агрегатсем паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр.
Кĕçех ытти ялхуçалăх предприятийĕсенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче те техосмотр иртĕ. Техникăна тивĕçлипе хатĕрлемелле, механизаторсен яваплăхне ÿстермелле. Юсавлă техника хăрушлăх та кăларса тăратмĕ, ĕç тухăçлăхне те ÿстерме пулăшĕ.
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.
А.КАРЛИН.
А.Карлин сăнÿкерчĕкĕнче: тĕрĕслев вăхăтĕнче.