Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребитель карçинккинче мĕн пур?

02 апреля 2016 г.

Потребитель карçинккинче мĕн пур?

Экономика йывăрлăхĕсемпе тĕл пулнă тапхăрта пурăнмалли чи пĕчĕк виçе, кашни çынна пĕр уйăхра пурăнма тухакан мĕнпур тăкаксен сумми /потребительская корзина/ пирки каланине час-часах илтме тÿр килет. Вĕсем мĕне ăнлантарнине тата халăхăн пурнăç шайĕпе мĕнле килĕшсе тăни çинчен Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Елена Сапаркина каласа кăтартать.

- Елена Владимировна, пурăнмалли чи пĕчĕк виçене мĕнле йĕркелеççĕ тата унпа мĕнле усă кураççĕ?

- Раççейре пурăнмалли чи пĕчĕк виçене çынна тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пурăнма тата сывлăхне сыхлама кирлĕ чухлĕ таварсен тата пулăшу ĕçĕсен мĕнпур тăкакĕсен суммине шутласа палăртаççĕ. Апат-çимĕç тата апат-çимĕç мар çак таварсен тата пулăшу ĕçĕсен пуххине потребитель карçинкки теççĕ. Потребитель карçинккине çутçанталăкпа климат условийĕсене, наци йăли-йĕркине, вырăнсенче апат-çимĕçĕн тата апат-çимĕç мар хăш таварсемпе, мĕнле пулăшу ĕçĕсемпе ытларах усă курнине шута илсе хатĕрлеççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви пурăнмалли чи пĕчĕк виçене тĕрлĕ категорире - вăйпитти çынсем, пенсионерсем тата ачасем валли палăртать. 

Чăваш Республикинче потребитель карçинккинчи апат-çимĕç продукчĕсен хисепне тата калăпăшне Чăваш Республикин çак тĕллевпе йышăннă Саккунĕнче палăртнă. Çапла майпа Чăваш Республикинче потребитель карçинккине апат-çимĕç пуххин 11 ушкăнне тата апат-çимĕçĕн 42 тĕсне кĕртнĕ. Çак шутра: çăкăр продукчĕсем /çăкăр тата макарон изделийĕсем, çăнăх, кĕрпе, пăрçа йышши культурăсенчен тунă продуктсем/, çĕрулми, пахча çимĕç тата бахча культурисем, улма-çырла, сахăр тата кондитер изделийĕсем, аш-какай тата пулă продукчĕсем, сĕт тата сĕт продукчĕсем, çăмарта, ÿсен-тăран çăвĕ, маргарин тата ытти çусем, урăх продуктсем /тăвар, чей, апата техĕмлĕх кÿрекен япаласем/.

Статистика сăнавĕсен кăтартăвĕсене шута илсе республикăра пурăнакан тĕрлĕ категорири халăх - вăйпитти çынсем,  пенсионерсем, ачасем палăртнă продуктсене пĕр çулталăкра усă курнин нормине çирĕплетнĕ.

Пурăнмалли чи пĕчĕк виçене шутланă чухне апат-çимĕç продукчĕсен тăкакĕнчен юлнă апат-çимĕçре усă курман продуктсене те палăртаççĕ, вăл 50 процентпа танлашать. Çавăн пекех вăйпитти çынсен обязательнăй йĕркепе хывмалли тÿлевĕсене - налукĕсене шута илеççĕ.

Палăртнă кăтартусемпе килĕшÿллĕн кашни социаллă - демографи ушкăнĕнчи - вăйпитти çынсен, пенсионерсен, ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк виçине кашни виçĕ уйăхра палăртаççĕ. Вăл социаллă тÿлевсене /пособи, чи пĕчĕк пенси, стипенди тата ыт.те/ шутласа пама тата тĕрлĕрен социаллă программăсене хатĕрленĕ чухне халăхăн пурнăç шайне хак пама кирлĕ. 

- Хальхи вăхăтра пурăнмалли чи пĕчĕк виçе миçе тенкĕпе танлашать, иртнĕ çулхи виçĕ уйăхрипе танлаштарсан вăл мĕнле улшăннă?

- 2015 çулхи тăваттăмĕш кварталта пурăнмалли чи пĕчĕк виçе пĕр çын пуçне шутласан, виççĕмĕш кварталтипе танлаштарсан, 1,5 процент е 120 тенкĕ чакнă, пурĕ 8071 тенкĕпе танлашнă.

Социаллă-демографи ушкăнĕнчи халăха илес пулсан, вăйпитти çынсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçи 8555 тенкĕпе /1,6 процент е 140 тенкĕ чакнă/, пенсионерсен - 6597 тенкĕпе /1,2 процент е 80 тенкĕ чакнă/, ачасен - 8142 тенкĕпе /1,1 процент е 94 тенкĕ чакнă/ танлашнă.

- Пĕр çын пуçне  пурăнмалли чи пĕчĕк виçене палăртассипе ытти регионсенче лару-тăру мĕнле?

- 2015 çулхи тăваттăмĕш кварталта пурăнмалли чи пĕчĕк виçе Атăлçи федераци округĕнчи пур регионра тенĕ пекех чакнă. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе уйрăмах Пушкăрт Республикинче нумай чакнă - 315 тенкĕ. Киров облаçĕпе Пермь крайĕнче вăл малтанхи пекех юлнă, Киров облаçĕнче вăл 9276 тенкĕпе, Пермь крайĕнче 9582 тенкĕпе танлашать.

- Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе чакни  мĕнрен килет?

- «Апат-çимĕçре усă курман» тата «Пулăшу ĕçĕ» статьясенчи хаксем чакнипе пулнă. Апат-çимĕç мар таварсене пĕр уйăхра туянасси 60 тенкĕлĕх, пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси 79 тенкĕлĕх чакнă.

«Апат-çимĕç» продукчĕсем статьяпа илсен вара пĕр уйăхри тăкаксем 30 тенкĕ ÿснĕ. Сĕт продукчĕсен ушкăнĕнчи хак чи пысăкки пулнă - 41 тенкĕ те 95 пус, çăмарта - 26 тенкĕ те 31 пус. Çав вăхăтрах çĕрулми 6 тенкĕ те 88 пус, пахча çимĕç 16 тенкĕ те 47 пус, улма-çырла 10 тенкĕ те 29 пус йÿнĕрех /Чăвашстат тунă хаксен мониторингĕпе килĕшÿллĕн/ пулнине кура çынсем 44 тенкĕ те 10 пус сахалрах тăкакланă.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика