02 апреля 2016 г.
Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8 класра вĕренекенсемпе «Çын ĕçпе чыслă» класс сехечĕ иртнĕ.
Таяпа Энтри ялĕнче те ĕçпе чапа тухнă çынсем сахал мар. Тĕлпулăва килнĕ сумлă çынсенчен пĕри - Лидия Владимировна Воробьева. Лида аппа ĕмĕр тăршшĕпех МСОра штукатур-маляр пулса тăрăшнă. Вăл хăйĕн телейне ĕçре тупни çинчен каласа панă. «Пурнăçра ĕç тĕлне пĕлмелле. Çакна ăша хывсан хырăм та тутă, çи те питĕ, çемьере те татуллă. Ĕç çынна ватăлтармасть», - терĕ «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ ветеран.
Геннадий Васильевич Петров ялти нумай çыншăн юратнă вĕрентекен. 24 çул шкул директорĕн тивĕçне сумлăн пурнăçланă. Ачасене вĕрентес ĕçре чылай çул ăнăçлă тăрăшнăшăн вăл «РСФСР çутĕç отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Геннадий Васильевич: «Ĕçе юратăр, ăна яланах тĕплĕ тума тăрăшăр. Ан манăр: пысăк ĕç пĕчĕккинчен çуралать. Ăс-тăн та ĕçленĕçемĕн пиçĕхсе пырать, ĕçленĕçемĕн тавракурăм та пуянланать», - тесе ăс пачĕ.
Тепĕр хăна - Калерия Александровна Тетмукова. Вашават та хастар хĕрарăмăн ĕçпе кушăхнă аллисем пурнăçра мĕн кăна курман-ши? Вăл малтан дояркăра, унтан пенсие тухичченех ферма заведующийĕнче тăрăшнă.
Маттурлăхĕпе тăрăшулăхне кура хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ çынсен шутĕнче Виталий Никифорович Ермолаев та пур. Вăл чи малтанах колхозра трактористра, унтан бригадирта нумай çул хушши вăй хунă. Ялти тата район центрĕнчи лавккасенче сутуçăра та тăрăшнă. Ăшă калаçура вĕренекенсем те, хăнасем те ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене те аса илчĕç. 8-мĕш класс ачисем тĕрлĕ поэтсен сăввисене вуларĕç. Паллă юптаруçă Александр Кăлкан çырнă «Наян Кампур» юптарăва Анжела Муллина ăста вуласа пачĕ. Поэт хăйĕн сăввинче туслă пурăнма вĕрентет, мухтанчăксемпе наянсене питлет. Тĕлпулăва килнĕ хăнасене шкул ачисем хăйсен ташшисемпе те савăнтарчĕç.
Р.МАКАРОВА.
Сăнÿкерчĕкре: тĕлпулура.