Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕлĕхпе сипленесси – ку чухнехи медицина меслечĕ

02 апреля 2016 г.

Сĕлĕхпе сипленесси – ку чухнехи медицина меслечĕ

Пирĕн интервью

Юлашки вăхăтра медицинăра анлă сарăлнă терминсенчен пĕри - «гирудотерапия» текен çĕнĕ ят. Халăха ăнланмалла чĕлхе çине куçарсан вăл сĕлĕхпе /пиявкăпа/ сипленни пулать. Ку таранччен гирудотерапи меслечĕпе çынсене сиплекен тухтăрсем республикăн кăнтăр районĕсенче çеç  мар, ытти çĕрте те сахал  е пачах та çук. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнчен пуçласа вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те медицинăн авалхи меслечĕпе çынсен чирне парăнтарма пултаракан хастар тупăнчĕ. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи «Ваш доктор» медицина центрĕн ертÿçипе Дильбар  Зардыновна Гайнуллинăпа тĕл пулса гирудотерапин вăрттăнлăхĕсене уçса пама тăрăшрăмăр.

- Дильбар Зардыновна, пурнăçра кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те çынсем алхапăлах йышăнмаççĕ. Урăхла каласан, питĕ нумай шухăшлаççĕ, çынсен хаклавне итлеççĕ... Çур çул ĕнтĕ эсир хăвăрăн терапевт специальноçне тата ытларах анлăлатса çынсене мăн асатте-асаннесен меслечĕпе сиплеме пуçларăр. Сăнанă тăрăх, пациентсем сĕлĕхпе туслашма хăрамаççĕ курăнать?

- Паллах, ял халăхĕшĕн хальлĕхе юн сăхтармалли сĕлĕхпе усă курса организмри тĕрлĕрен чиртен тасаласси ют. Çапах та пурнăçра сывлăх чи хаклине туйса пиявкăпа туслашакансем сахал мар. Иртнĕ çулхи августăн 21-мĕшĕнче лицензи /номерĕ - ЛО 21 - 01 - 001308/  илнĕ хыççăн пĕр-икĕ кунтанах пĕрремĕш пациентсемпе ĕçе пикентĕмĕр. Сăмах май каласан, вĕсем пирĕн медицина центрĕнче иккĕмĕш хут сипленме те ĕлкĕрчĕç. Мухтанни ан пултăр та, пурте пирĕн патăмăртан  çăмăлланса, пысăк хавхаланупа тухса каяççĕ.

- Кушетка çинче канлĕн çеç выртакансем хушшинче ватăсем е çамрăксем ытларах?

- Ун пек уйăрса калама та хĕн. Тĕрлĕ çулхи çынсем сипленеççĕ центрта. Хамăр районтан çеç те мар - кÿршĕри Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчен, Тутар Республикинчен хаваслансах сиплев сеансĕсене çÿреççĕ.

- Сирĕн офисри хăтлăх, кăмăллăх, тараватлăх, ăшăлăх чăн малтан куçа тирĕнекен ырă енсем. Вăл та çынна пулăшать тейĕн - центра пырса кĕрсенех, алăк уратинченех сиплев пуçланнăн туйăнать.

- Пирĕн патăмăра пулăшу ыйтма килекен пациентпа урăхла пулмалла та мар. Гиппократ тупи пĕрлештерсе тăракан кашни медицина коллективне çапла куратăп эпĕ.  Унсăрăн епле-ха?

- Дильбар Зардыновна, сирĕн çĕнĕ ĕçпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ыйтусемпе калаçăва вĕçленĕ май юн сăхтарса çынсен организмне çĕнетмелли, чирсенчен хăтăлмалли терапи пирки вулакансене тĕплĕнрех ăнлантарар-ха. Мĕнре-ха сĕлĕхĕн вăрттăнлăхĕ?

- Чăн малтанах процедурăра пĕр хутчен çеç усă куракан пиявкăсем активлă биологи хутăшлĕ япаласен тытăмĕпе Менделеевăн тулли таблици тесе çирĕплетсен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та унпа тĕрĕс те пĕлсе усă курсан хăш-пĕр медицина препарачĕсем евĕр организма нимĕнле сиен те кÿмест. Сĕлĕх сĕлекинче 250 тĕрлĕ вещество упранать! Урăхла каласан,  вăл ĕмсе илнĕ юн вырăнне каялла паха «апат» кĕрет. Шăпах вĕсем антикоагулянтсем, юн тымарне саракан, тромб пуласран сыхлакан, чире çăмăллатакан, микробсенчен сыхлакан веществосем шутланаççĕ.

- Апла пулсан çăмăллатма пултаракан чирсен «каçалăкĕ» çав тери  анлă.  Сирĕн пата пыракансем ытларах хăйсене мĕнле чир аптăратнине калаççĕ тата хăшĕсене çак терапи меслечĕпе парăнтарма пулать?

- Ял çынни ытларах алă-ура сурнипе, шăмă чирĕпе нушаланать. Пуç ыратнăран, юн пусăмĕ пысăкран  пирĕн пата килекенсем те йышлă. Малалла вара вулакана ăнланмалларах пултăр тесе пиявка мĕнле чиртен хăтăлма пулăшнине калатăп: геморрой, матка миоми, климакс, эндометриоз, варикоз, тромбофлебит, атеросклероз, гипертони, стенокарди, ИБС, миокард, инфаркт хыççăнхи кардиосклероз, шатра, пÿрлешке /угревая сыпь/, псориаз, экзема, подагра, простатит, пиелонефрит... Пурне те шутласа та пĕтереймĕн.

- Кача пÿрнерен самай пĕчĕк, ăслă чĕрчунсене /çаплах калас килет/ харăсах 5 - 7 вырăна лартса ĕçлеттернине, юна çĕнетнине  çыраççĕ.   Вулакан сирĕн пата сипленме пыриччен унăн сиплев механизмĕ пирки кĕскен ăнлантарса парăр-ха.

- Процедура нимĕнле хăрушлăхпа та çыхăнман. Сĕлĕх хăйĕн янахĕсемпе ÿте ĕмсе илет те 1,5 мм тарăнăшне кĕрсе ларать. Сеанс вăхăтĕнче 5 - 15 грамм таран юна ĕмет, ăна çĕнетет, унăн куçаслăхне йĕркелет, сосудсене тасатать... Урăхла каласан, пĕр харăсах нумай функци пурнăçлать. Пиявкăсен биологи витĕмлĕхĕ питĕ пысăк. Юна хăй çине илнипе пĕрлех вăл организмшăн усăллă 100 ытла компонента шалалла сирпĕтет. Организм парĕсем туса хатĕрлекен компонентсем вара  шăпах çыннăн иммунитетне пысăклатаççĕ тата патогенлă микрофлорăна витĕм кÿреççĕ, тĕрлĕрен бактерисене пĕтерме, чиртен сыхланма пулăшаççĕ. Тепĕр йышши ферментсем  юн тымарĕсене, сосудсене витĕм кÿреççĕ. Урăхла каласан инсульт, инфаркт пуласран сыхлаççĕ. Сĕлĕхсем юн куçăмĕпе лимфăсемшĕн те усăллă.

- Дильбар Зардыновна, çак калаçу хыççăн  пиявкăпа сипленме кăмăл çуралнисем те сахал пулмĕç тетĕп.

- Пуриншĕн те алăк уçă. Эпир Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 34 çуртра вырнаçнă. Кашни кунах пациентсене 8 - 17.30 сехетчен йышăнатпăр. Кăмăл пуррисем 89030637064 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Калаçăва Альбина Егорова çырса илнĕ.

 

Хаклав

Талия Исхакова, пенсионер, Тутар Тимеш ялĕ:

- Пилĕк ыратнипе утаймиех пулса лартăм. Пуç та тăтăш ыратса канăç памастчĕ. Юрать, хамăр ялсемех пиявкăпа сипленсе пăхма сĕнчĕç. Çичĕ сеанс хыççăн центртан питĕ çăмăллăн тухса кайрăм. Калăн, ăшчикри йывăр чул татăлса аннă...

 

Владимир Петухов, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ:

- Юлашки вăхăтра пуç çаврăннипе сулăнса каяканах пулнăччĕ. Сĕрĕм тивнĕ çын пек туяттăм хама. Сĕлĕхсене виçĕ хутчен ÿт çине лартсанах хама çĕнĕ çын пек туйрăм. Процедура питĕ килĕшрĕ.

 

Тамара Платонова, Патăрьел:

- Юн пусăмĕпе тăтăш аптранипе килтĕм центра.  Çĕнĕлĕхпе пурне те кăмăлтан паллаштарас килет. Кунтах врач йышăннипе тата сĕннипе укол тутарма та, магнитпа усă курма та пулать. Пиявкăсем маншăн çăлăнăç вырăнĕнче пулчĕç. Юн пусăмĕ те чакрĕ, организм та çăмăлланчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика