02 апреля 2016 г.
Çĕнтерÿ кунĕ - пирĕн çĕршывра пурăнакансемшĕн хăйнеевĕрлĕ уяв. Кăçал ăна 71 хут уявлама хатĕрленеççĕ.
Хаяр вăрçă пуçлансанах пĕтĕм совет халăхĕ çĕршыва хÿтĕлеме кар тăнă. Вăрçă хирĕнче кăна мар, тылра та шеллемен хăйĕн вăй-халне, пурнăçне. Тĕрлĕ ÿсĕмри, нацири миллионшар çын чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем чăннипех мухтава, чыса тивĕç.
Патшалăхăн «2016-2020 çулсенче Раççей гражданĕсене патриотла воспитани парасси» программине пурнăçа кĕртсе, çитĕнекен ăрăва аслисен паттăрлăхне аса илтерес тĕллевпе районта «Çĕнтерĕве - салют!» акци пуçланчĕ. Унта вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансем, ачасемпе çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсем, çарпа патриот клубĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Акци вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ: «Обелиск» операци, «Çулталăк тимуровецĕ», «Ветеран валли - парне», «Фронт бригади», «Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ», «Çĕр çинчи пурнăçшăн» патриотла сăвăсен конкурсĕ.