30 марта 2016 г.
Ĕнер иртнĕ районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ - район пуçлăхĕ П.Скворцов ертсе пынă.
Чи малтанах иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче суйланнă районти Депутатсен пухăвĕн ĕç-хĕлĕпе унăн ертÿçи, район пуçлăхĕ П.Скворцов паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, депутатсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатас енĕпе сахал мар тăрăшнă. Çапах та ĕçлемелли те пур-ха: район бюджетне пуянлатмалли майсене шырамалла, пурлăхпа туллин те тĕрĕс усă курмалла, çынсене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма явăçтарассипе тимлемелле тата ытти те.
Унтан депутатсем тепĕр 9 ыйтăва пăхса тухнă. Пурнăç улшăнса пынă май, маларах йышăннă право акчĕсене те улшăнусем кĕртме хистет. Депутатсем районăн тĕп докуменчĕн - Уставĕн 9 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем район тата ял тăрăхĕсен полномочийĕсене палăртасси пирки пулнă. Çавăн пекех ларура çынсем хушшинче вырăнти ыйтусене татса парас енĕпе ыйтăмсем ирттересси, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, ирĕклĕ халăх дружинине йĕркелесси, тупăшсем пирки кăтартусем тăратасси тата ытти ыйтусем тĕп вырăн йышăннă. Кашни енĕпех районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
А.КАРЛИН.