Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1 кг сĕте - 25 тенкĕпе

30 марта 2016 г.

Иртнĕ эрнере халăхран сĕт пуçтаракан усламçăсем пухăва пуçтарăннă. Кун йĕркинче тĕп ыйту уйрăм хуçалăхсенчен ытларах сĕт пуçтарасси тата сĕт паракансене хавхалантармалли майсем палăртасси пулнă.

Пухура чи малтанах усламçăсен ассоциацийĕн председателĕ Вăрăм Палюк тухса калаçнă. ЗИЛ автомашина çине вырнаçтарнă сĕт цистернинчен кăшт кăна пĕчĕкскер, йĕри-тавра пуçтарăнса тăнă усламçăсене пăхса çаврăннă та калаçăвне пуçланă.

- Юлташсем! Халăхран сĕт пухасси уйăхсерен чакса пырать. 5-6 çул каялла кăна цистернăна тулли тултарса кÿршĕ облаçе леçеттĕм. 3-4 çул каялла сĕт чакма пуçларĕ. Халĕ ирсерен чĕрĕк цистерна сĕт те пуçтарăнмасть. Сĕт хакне ÿстермех тивет пулĕ. Унсăрăн çитес çул лаша урапи çине куçса ларма тивмĕ-ши? Сĕт хакĕ йÿннипех пирĕн ял тăрăхĕнче ĕне шучĕ 4 хут чакрĕ.

- Ара, 10-15 çул каялла хăвах: «Ял халăхĕ ĕне нумай усрать. Хакне йÿнетсен те халăх ниçта каяймасть, пирех парать», - терĕн-çке. Сĕт пуçтарнă укçапах çулталăкра «Мерседес» туянса ятăн, тепĕр çулхине çуртна тепĕр этаж хăпартрăн, виççĕмĕшĕнче...

- Хăвна пĕл, - Пĕчĕк Палюк калаçăвне вĕçлеме памарĕç иккĕн-виççĕн. - 10 çул каялла хăв та усăк хăлхаллă лашупа урапа кÿлсе сĕт пуçтараттăн. Халĕ ав хăв, арăму, 8 класс аран пĕтеркеленĕ услап ывăлу машинăсемпе ярăнса çÿретĕр.

- Мана мĕн, çын хакĕ мĕнле - эпĕ те çапла... - сăмахне вĕçлемесĕрех чĕлхине çыртрĕ Пĕчĕк Палюк.

Сĕте ыттисенчен икĕ-виçĕ тенкĕ пысăкрах хакпа пĕр тапхăр туянса пăхнă, хĕллехи кун тем сăлтавпа икĕ тонна сĕтне икĕ хут йÿçĕхтерсе янă, çавна пула ăна çырмана тăкнă Микихвер çеç нимĕн те шарламарĕ.

Вăрăм Палюка, Тутар Мишшине ыттисем итлеççĕ, вĕсем мĕн каласса кĕтрĕç. Паçăр сăмах пуçарнă Вăрăм Палюк аллине çĕклерĕ:

- Хĕллехи кун та 1 кг сĕте 17 тенкĕрен ÿстермерĕмĕр. Çулла унăн хакĕ таса шывран та йÿнĕрех. Халăх та пирĕн çине куç айĕн пăха пуçларĕ. Ĕлĕк райком пулнă пулсан виççĕмĕш этажа чĕнсе тăн кĕртетчĕ-ха. Хальхи администрацин пирĕн ĕçе хутшăнма право çук, прокурор самантрах вырăна лартать. Кун пек пулсан, ĕне усранин усси çук тесе ял çыннисем ĕнисене пусса пĕтерĕç, качака усрама тытăнĕç. Унăн сĕчĕ те пахарах теççĕ-и? Вара пирĕн качака сĕчĕ пуçтарма тытăнмалла-и?Хамăра та качака такисем тесе каласси çеç юлать.

Вăрăм Палюк йĕри-тавра шухăшлăн пăхса çаврăнчĕ, çăвартан сăмахĕсем ерипен тухрĕç:

- Тепĕр эрнерен 1 кг сĕте 25 тенкĕпе туянма тытăнатпăр. Сĕт йÿçĕхлĕхне, çу хисепне тĕрĕслесе йышăнма пуçлатпăр. Шыв хутăштарман, хăймине уйăрса илмен сĕтшĕн хушса тÿлетпĕр. Патшалăх Думине ĕне усракансен вăхăтне ĕç стажне кĕртес ыйтупа депутатсем патне тухатпăр. Унсăрăн пурин те ялта йышланса пыракан качака кĕтĕвĕсене кĕтме кайма тивет.

Хирĕç калакансем пулмарĕç. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен вара усламçăсем сĕте çĕнĕ хакпа туянма пуçлаççĕ.

И.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика