26 марта 2016 г.
Сăнÿкерчĕкри Зинаида Доброхотова бухгалтер, Валентина Миллина тĕп экономист тата Мария Алексеева бухгалтер производствăри нумай кăтартусемпе республикăри тухăçлă ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕсемпе танлашнă «Прогресс» акционерсен хупă обществинче нумай çул тăрăшса ĕçлеççĕ.
Валентина Миллина хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ ята тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те чун ыйтнипе суйласа илнĕ юратнă ĕçĕнче иксĕлми вăй-халпа тимлет.
30 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа шут ĕçĕнче тăрăшакан Зинаида Доброхотова та ят-сума тивĕçлĕ. Ăна Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе нумай хутчен чысланă.
40 çула яхăн тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче тăрăшнă Мария Алексееван та тĕрлĕ наградăсем нумай.
- Апла пулин те вĕсенчен хăшĕ чи хакли? - тесе ыйтсан Мария Ильинична кĕскен çапла хуравларĕ: «Акционерсен хисеплĕ членĕ» ята тивĕçни». Сăмах май, «Прогресс» акционерсен хупă обществин уполномоченнăйĕсен черетлĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче ăна пысăк чыс турĕç.
С.АНАТОЛЬЕВА.