26 марта 2016 г.
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова тухса калаçнă, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 2015 çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.
Хальхи вăхăтра районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 563 субъекчĕ ĕçлет. Çав шутран 105-шĕ - пĕчĕк тата вăтам предприятисем, 458 уйрăм предприниматель. 2015 çулта 100 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ, çав вăхăтрах 91 çын хăйсен ĕçне пăрахăçланă.
Предпринимательсенчен 33,4 проценчĕ суту-илÿ тата обществăлла апатлану тытăмĕнче, 28,8 проценчĕ - ялхуçалăхĕнче, 22,5 проценчĕ - ĕçлесе хатĕрлекен производствăра, 9,9 проценчĕ - йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăра, 5,4 проценчĕ строительствăра ĕçлет. Юлашки 5 çул хушшинчи тапхăрта предпринимательсем хăйсен производствине йĕркелесе пынинчен тавар туса кăларасси, сутасси, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси паллăрмаллах ÿснĕ. 2011 çулхи çак кăтарту 393,5 миллион тенкĕпе, 2015 çулта 1282,5 миллион тенкĕпе танлашнă.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан 1268 çын пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçленĕ. Кашни çыннăн пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 13154 тенкĕпе /2014 çулхинчен 21,6 процент е 1082 тенкĕ ытларах/ танлашнă.
2015 çулта районти пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 3 субъектне Чăваш Республикин бюджетĕнчен 5851,6 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă.
Потребительсен рынокĕн 6 объектне, пурĕ 2,6 миллион тенкĕлĕх, ĕçе кĕртнĕ, çĕнĕ 10 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.