26 марта 2016 г.
Районта çамрăксен Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ф.Цыганова, Н.Зайцева методист, «Елчĕк районĕнчи психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу центрĕ» МБОУ директорĕ И.Кузьмина, Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕн медсестри С.Катина Аслă Елчĕкри çамрăксемпе тĕл пулнă. Вĕсем наркотиксене хирĕçле «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акци çинчен, çамрăксем хушшинче преступноç шайне чакарас, çул çитменнисен сывлăхĕпе аталанăвне сиен кÿрекен ĕçсенчен пăрăнас тата ытти ыйтусене тишкернĕ.