26 марта 2016 г.
Мартăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Юстици министерствипе республика прокуратури тÿрĕ çыхăну йĕркелеççĕ. Республикăра, вăл шутран пирĕн районта пурăнакансем те 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен /8352/ 64-20-70, 62-33-53 телефонсем çине шăнкăравласа тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ.
Тÿрĕ çыхăнăва Юстици министерствин пай пуçлăхĕ Валентина Николаевна Гордеева, Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи Альберт Иванович Петров ирттереççĕ.