26 марта 2016 г.
Культура - обществăна аталанма пулăшакан хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ, ĕмĕрсем хушши вăй илсе çирĕпленнĕ кăмăл-сипет пуянлăхĕ, халăхăн пин-пин çулхи йăли-йĕркине çамрăк ăрусене çыхăнтаракан, вăйлă та пур енлĕ аталаннă çынна пăхса ÿстерме вăй парса тăракан меслет.
Районти культработниксем хăйсен професси уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем районта пурăнакан халăхăн хăй евĕрлĕ эткерлĕхне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Районти культура учрежденийĕсем ял çыннисем пултарулăхне кăтартма пултарччăр, пур енлĕн аталантарччăр тесе тăтăшах мероприятисем йĕркелеççĕ. Район шайĕнче кăна вун-вун конкурс-фестиваль иртет, республика шайĕнчисене илес пулсан вара...
Сăнÿкерчĕкре: культура çурчĕн ертÿçисем - Аслă Елчĕкри З.Кантеева, Кĕçĕн Таяпари Г.Григорьева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи О.Муравьева, Тăрăмри Е.Каширина, Елчĕкри В.Портнова, Патреккелти Е.Добронравова.